Канашский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Канаш муниципаллӑ округӗ

Ветерансем çинчен çырса-ÿкерсе юлнă материалсем килес ăрусем валли усăллă пулĕç, архивра упранĕç

Ветерансем çинчен çырса-ÿкерсе юлнă материалсем килес ăрусем валли усăллă пулĕç, архивра упранĕç

Кăçалхи çул  Сăр тат Хусан рубежĕсене тунăранпа 80 çул çитнине палăртатпăр. Тăван çĕр-шывăн  Аслă вăрçи çÿлĕсенче тылра хастар ĕçленĕ ветарансем кашни çулах сахалланса пыраççĕ. 

Шелттем ял тăрăхĕнче те вĕсем шутпа çеç. Тыл ĕçченĕсенчен пĕри Петрова К.С. Вăл Çĕнĕ Шелттем ялĕнче пурăнать. Кăçалхи кăрлач уйăхĕн 5-мĕшĕнче 95 çул тултарчĕ. Каçал тăрăхĕнчи Васильевка ялĕнче хресчен çемьинче çуралса ÿснĕ. Çак кунсенче Шелттем ял тăрăхĕнчи культура ĕçченĕсем  тыл ветеранĕ патне çитсе килчĕç. Хисеплĕ ветеран хăйĕн пурнăçĕ çинчен каласа панине видеокамера çине ÿкерсе  илчĕç. 

Клавдия Сергеевна икĕ ĕмĕрте пурăнса курса тем тĕрлĕ нуша-терт курнă. Йывăр ачалăх, вăрçă çулĕсем, вăрман каснă, шывра йывăç юхтарнă çĕрте тертленнĕ, çапах хăй шăпине ÿпкелемест. Паянхи кун та пурнăçа юратса пурăнать. 10 теçеткере пырать, кĕнеке вулать, çĕнĕ хыпарсемпе кăсăкланать.

 Ветерансем çинчен çырса-ÿкерсе юлнă материалсем килес ăрусем валли усăллă пулĕç, архивра упранĕç.  

Шальтямское сельское поселение Канашского района



16 февраля 2021
14:15
Хроника новостей
Поделиться