Канашский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Канаш муниципаллӑ округӗ

Аслǎ ǎрǎва сума суса

Аслǎ ǎрǎва сума суса

Аслǎ çулхисем пур тимлěхе те тивěç. Пысǎк яваплǎха туйса тата ырлǎх эрнинче «Туслǎхсем» тǎван Мǎкǎр яленче пурǎнакан ватǎсем патне çитсе юрǎ-ташǎпа савǎнтарчěç. Çěр-шыв пуласлǎхěшěн ырлǎхěпе хǎвачěшěн тунǎ пархатарлǎ ěçсемшěн тав турěç, чěрě чечек çыххисем парнелерěç. «Туслǎх» фольклор ушкǎнне çÿрекенсем (ертÿçи Вероника Иванова тǎрǎшнипе) культура сферинче ěçленě ветеран патне çитсе курчěç, çěнě хыпарсемпе паллаштарчěç, ырǎ  ěçсемпе савǎнтарчěç. Хаваслǎ юрǎ-ташǎ, чěрě чечек çыххи чун уççи пулчě.

Ȇç ветеранě Нина Ивановна Арсентьева (вǎл культура сферинче вǎй хунǎ, ырǎ ěçсемшěн нумай наградǎсене тивěçнě) хǎнасене вěри те техěмлě чейпе, тутлǎ кукǎльпе сǎйларě, «Туслǎхсемпе» пěрле юратнǎ юрǎсене шǎрантарчě. Ырǎ ěçсене малалла тǎсакансене ырлǎх-сывлǎх, иксěлми телей сунчě.

Мǎкǎр енěн аслǎ ǎру çыннисем тǎван Канаш ен –Чǎваш енěн- ылтǎн фондчě. Эпир çамрǎк ǎру сирěнпе тивěçлипех мухтанатпǎр, сирěнтен ырǎ тěслěх илетпěр, аслǎ канаша ǎса хыватпǎр. «Аслǎ çынна хисеплекенěн кун-çулě  такǎр пулě» - ваттисен сǎмахне асра тытар, аслǎ  çулхисем пур тимлěхе те тивěç, çакна манар мар.

Чагасьское сельское поселение Канашского района



05 октября 2020
17:05
Поделиться
;