Врио Главы Чувашии Олег Николаев поздравляет с Днем эколога

Хисеплӗ ентешӗмӗрсем!

Сире Пӗтӗм тӗнчери тавралӑха сыхламалли кун ячӗпе, мӗнпур эколога вара – професси уявӗпе саламлатӑп!

Чӑваш Ен ҫут ҫанталӑкӗ калама ҫук илемлӗ. Республикӑн экологи ырлӑхне сыхласа упрасси – влаҫ органӗсенче тăрăшакансемпе экологсемшӗн кӑна мар, пуриншӗн те тӗп тӗллев.

Юлашки Наци экологи рейтингӗнче Чӑваш Ен Атӑл тӑрӑхӗнчи регионсем хушшинче малти вырӑна тухнине, пирӗн вӑрман ӑстисем – округра чи лайӑххисем пулнине тулли кӑмӑлпа палӑртатӑп.

Влаҫпа бизнес тата общество вӑй-халне пӗрлештерсе эпир Владимир Путин пуҫарнӑ «Экологи» наци проектне пурнӑҫлатпӑр. Ҫакӑ пире тавралӑха сыхлас енӗпе ҫӗнӗ технологисене ӗҫе кӗртме май парать.

Республикӑра ҫывӑх вӑхӑтрах экотехнопарк хута каймалла. Унта полиэтиленпа резинӑна тата чӗркемсене ӗҫлесе тирпейлеме па­лӑртаҫҫӗ.

Ҫут ҫанталӑка упрассипе тата уншӑн тӑрӑшассипе ҫыхӑннӑ служба тивӗҫне тӳрӗ кӑмӑлпа пурнăҫлакансене, ҫак пархатарлӑ ӗҫе чун хушнипе тӑвакан ҫынсене – йывӑҫсем лартма, ҫӳп-ҫап пуҫтарма тата ытти экологи акцине хастар хутшӑнакансене, экокультура аталанӑвне пысӑк тӳпе хывакансене – пурне те тав тӑватӑп.

Пӗрле килĕштерсе тата тăрăшса ĕҫлесен эпир Чӑваш Ен ҫут ҫанталӑкне пулас ӑрусем валли тивӗҫлипе сыхласа хӑварасса ҫи­рӗппӗн шанса тӑратӑп!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн

тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан            Олег Николаев

Уважаемые соотечественники!

 Поздравляю вас с Всемирным днем охраны окружающей среды, а всех экологов – с профессиональным праздником!

Природа Чувашии неповторима. Сохранение  экологического благополучия нашей республики – важнейшая задача не только для органов власти и специалистов, но и для всех нас.

Отмечу, что в последнем Национальном экологической рейтинге  Чувашия стала лидером в Приволжье, а наши лесоводы – лучшие в округе.

Благодаря консолидации усилий власти, бизнеса и общества мы реализуем национальный проект «Экология», инициированный Владимиром Путиным. Это позволит нам внедрить новейшие технологии в сфере охраны окружающей среды.

В ближайшее время в республике заработает экотехнопарк. Там будут перерабатывать резину, упаковки, полиэтилен.

Выражаю признательность всем, кто по долгу службы и по призванию проявляет заботу и уважительное отношение к природе, участвует в посадке деревьев, уборке мусора и в других экологических акциях, вносит вклад в развитие экокультуры.

Убежден, что общими усилиями мы сохраним природу Чувашии для будущих поколений!

  

Врио Главы Чувашской Республики                          Олег Николаев



05 июня 2020
08:07
Поделиться