«Чи лайӑх тӑван чӗлхе учителӗ» конкурс иртрĕ
«Чи лайӑх тӑван чӗлхе учителӗ» конкурс иртрĕ
Нарăс уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Канаш муниципаллă округӗн Вырăскас Пикших вăтам шкулĕнче республика шайӗнче иртекен «Чи лайӑх тӑван чӗлхе учителӗ» конкурсӑн муниципалитет тапхӑрӗнче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен çичĕ педагог ӑсталӑхне кӑтартрӗ.
Тӑван чӗлхене вӗрентекенсен тӗп тӗллевӗ – чӗлхене юратма, хисеплеме, ӑна упрама вӗрентесси. Ҫакна тӗпе хурса йӗркеленĕ те ĕнтĕ конкурса.
Асӑннӑ конкурсăн 1-мĕш тапхăрĕнче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем тӗрлӗ класра уҫӑ уроксем пачӗç, класс сехечĕсем ирттерчĕç. Тепӗр тапхӑрта вара «Меслетлĕх лаҫҫинче» хӑйсен паха ӗҫ опычӗпе паллаштарчӗҫ. Конкурсăн кашни тапхăрĕнчех вĕрентекенсен пултарулăхĕ, ăсталăхĕ çÿллĕ шайра пулни палăрчĕ. Вӗсен ӗҫĕсене сумлӑ тӳресем тимлерӗҫ.
Конкурс пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх, Вырăскас Пикших вӑтам шкулӗнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Кондратьева Алевтина Сергеевна тата Энтрияль вăтам шкулĕнче пуçламăш классене вĕрентекен Игнатьева Татьяна Леонардовна лауреат ятне тивĕçрĕç.
«Чи лайӑх тӑван чӗлхе учителӗ» сумлă ята Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Шăхасан вăтам шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Сергеева Людмила Николаевна тивӗҫрӗ.
Людмила Николаевăна конкурсра çĕнтернĕ ятпа чунтан саламлатпăр, Канаш муниципалитечĕн чысне республика шайӗнчи конкурсра хӳтӗлеме ăнăçу сунатпăр!