Канашский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Канаш муниципаллӑ округӗ

Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 124 çул çитрĕ

Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 124 çул çитрĕ

Чÿк уйăхĕн 16-мĕшĕнче Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 124 çул çитрĕ. 

Çав ятпа Шăхасан салинче  Çеçпĕл Мишши палăкĕ умĕнче митинг иртрĕ. Унта ытти çулсенчиллех тăван культурăна, чĕлхене, Çеçпĕле сума сăвакансем: çыравçăсем, культура ĕçченĕсем, общество пĕрлешĕвĕсен п   пайташĕсем, вĕрентекенсемпе вĕренекенсем пуçтарăнчĕç. Тухса калаçакансем хушшинче В.А.Чернов, Канаш муниципаллă округĕн администраци пуçлăхĕн çумĕ, Ю. А. Тарасов, «Канашсем» ентешлĕх ертÿçи, Л. И. Филиппова, А. И. Кибеч, Н.Н.Силпи çыравçăсем пулчĕç. Вĕсем кăвар чĕреллĕ поэта асăнчĕç, унăн вилĕмсĕр сăввисене вуларĕç, палăк патне чечексем хучĕç.

Вулавăшра ачасемпе тĕл пулу ирттерчĕç, хăйсен кĕнекисене Шăхасан шкулĕн тата Канаш муниципаллă округăн тĕп библиотекисене парнелерĕç.



16 ноября 2023
19:09
Поделиться