Канашский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Канаш муниципаллӑ округӗ

Районти Тẽп культура ҫуртẽнче Чӑваш наци конгресӗн Канаш районӗн уйрẽмẽн отчетпа суйлав ларἅвẽ иртрẽ

Районти Тẽп культура ҫуртẽнче Чӑваш наци конгресӗн Канаш районӗн уйрẽмẽн отчетпа суйлав ларἅвẽ иртрẽ

Паян Районти Тẽп культура ҫуртẽнче Чӑваш наци конгресӗн Канаш районӗн уйрẽмẽн отчетпа суйлав ларἅвẽ иртрẽ. Лару пуҫланиччен «Шἅнра туптаннἅ ἅраскал» Шельтем ялẽн культура  ҫурчẽн «Шелькурав» студи  ýкернẽ кинофильма пἅхрẽҫ. Ку  ларἅва Чӑваш наци конгресĕпе пĕрле,  тачă çыхăнса  ирттертẽмẽр.  Тĕп хуламăртан чыслă хãнамăрсем те килсе çитнĕ. Клементьев Валерий Леонидович - "Чӑваш наци конгресӗ" общество организацийӗн президенчӗ. Бахмисов Эдуард Константинович - краевед, "Чӑваш ялӗ" комитечẽн председателӗ.

Паянхи ларἅва ертсе пыраканẽ Канаш районẽн администрацийẽн пуҫлӑхӗн ҫумẽ, Филиппова Екатерина  Витальевна пулчẽ.

Кун йӗркинче:

1. Чӑваш наци конгресӗн Канаш районӗн уйрẽмẽн 2021 ҫулἅн ẽҫ пӗтӗмлетӗвӗ.

2. Чӑваш наци конгресӗн Канаш районӗн уйрẽмẽн ертýҫине суйласси.

3. Ытти ыйтусем.

Пẽрремẽш ыйтупа Чӑваш наци конгресӗн Канаш районӗн уйрẽмẽн 2021     ҫулἅн ẽҫ пӗтӗмлетӗвне Иванова Елена Ивановна турẽ.

Иккẽмẽш ыйтупа сасӑлав результачӗсем тӑрӑх Чӑваш наци конгресӗн Канаш районӗн уйрẽмẽн ертýҫи 2026 ҫулччен Андреева Ирина Ильиничнἅна – «Канаш ен» хаҫатἅн  корреспондентне суйларẽҫ.

Клементьев Валерий Леонидович - "Чӑваш наци конгресӗ" общество организацийӗн президенчẽ пẽтẽмлетý туса сἅмах каларẽ. Чӑваш наци конгресӗн Канаш районӗн уйрẽмẽн малтанхи ертýҫине Иванова Елена Ивановнἅна, Мἅкἅр культура ҫурчẽн ертýҫине Иванова   Вероника Ивановнἅна тав хучẽсемпе чыс турẽ. Районти Тẽп культура ҫурчẽн сасἅ операторне - Куропаткин Иван Владиславовича, нумай патриотла мероприятисем ирттернẽшẽн, Сἅрпа Хусан оборона чиккисем тума 80 ҫул ҫитнине халалланӑ асӑнмалӑх медальпе наградἅларẽ.

Ларἅва Катек культура ҫурчẽн Халἅх «Шевле» фольклор ушкἅнẽ тата Мἅкἅр культура ҫурчẽн «Туслἅх» фольклор ушкἅнẽсем вẽҫлерẽҫ.

Первоисточник: Муниципальное бюджетное учреждение культуры «Централизованная клубная система» Канашского района Чувашской Республики

фоторепортаж



10 декабря 2021
16:36
Поделиться
;