Канашский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Канаш муниципаллӑ округӗ

Уяв ячĕпе саламларĕç

Уяв ячĕпе саламларĕç

Мартăн 8-мĕшĕ – Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ. Хĕрарăм вăл – кил ăшшине упракан, юратнă мăшăр, кăмăллă анне, ăш пиллĕ асанне-кукамай, шанчăклă юлташ, хавхалану кӳрекен, йывăрлăхра пулăшакан… Поэт калашле, пурнăç тĕвви – хĕрарăм!

Хаклă çыннăмăрсене  уяв ячĕпе саламласа Вăрман Енĕш клубĕнче пысăк концерт пулчĕ. «Енĕшсем» фольклор ушкăнĕ ял çыннисемпе хăнасене ăшшăн йышăнчĕ, юрă хыççăн юрă парнелерĕ. Арçынсем «Хĕрарăма мухтар» юрра мăнаçлăн янраттарчĕç. Залра тăвăллăн алă çупни чылайччен илтĕнсе тăчĕ. В. Павлова, Е. Григорьева, В. Васильева та хаваслă кĕвĕ-çемĕпе кăмăла çĕклерĕç.

Концерт программи пуян: халăх юрри-ташши, шӳт-кулăш, спектакльсенчи сыпăксем. Ямаш ял тăрăхĕнче пурăнакансене Омарова З.А. саламларĕ, ырлăх-сывлăх, телей сунчĕ. «Ямаш ен» пултарулăх ушкăнĕ куракансене «Пирĕн урам анаталла» камитпе савăнтарчĕ. Людмила Константинова «Ой, цветёт калина» юрăпа чун-чĕрене тыткăнларĕ. Менелник çыннисене вăрăм та телейлĕ кун-çул сунса шăрантарчĕ вăл çак юрра.

Куракансем артистсене сцена çинчен яма васкамарĕç, тата юрлама-ташлама ыйтрĕç. Икĕ сехет сисĕнмесĕрех иртсе кайрĕ. Тулли кăмăлпа саланчĕ килелле ял-йыш.

Юратнă аннесем, илĕртӳллĕ пикесем, ытарайми кукамай–асаннесем, тус-тантăшсем! Пурнăç тумхахĕсене çĕнтерсе малтан мала ăнтăлма çирĕп сывлăх, вăй-хăват, ăнланупа чăтăмлăх, тăрăшулăх, килĕшӳпе юрату сунатпăр сире. Алăра ĕç вĕретĕр, сăн-питре кулă çиçтĕр, чун-чĕре юрлатăр, ырă туйăмпа тултăр. Уяв ячĕпе, юратнă та хаклă çыннăмăрсем!

Ямашевское сельское поселение Канашского района



08 марта 2021
12:10
Поделиться