Наркотиксемсĕр пурăнар
Наркотик – питĕ усал япала. Интересшĕн пуçласа тутанса пăхни те пысăк инкек патне илсе çитерме, çын шăпине çамрăклах хуçса хăварма пултарать.
Пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнче Вăрман Енĕшре «Манăн сывлăх – манăн алăра» акци иртрĕ. Клуб ĕçченĕсем наркотик сиенĕ çинчен буклетсем хатĕрлерĕç, вĕсене çамрăксем хушшинче салатрĕç. «Пурнăçран хакли çук. Пĕтĕмпех хамăртан килет», - çирĕплетрĕç акцие хутшăнакансем.