Канашский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Канаш муниципаллӑ округӗ

Туй, туй, туй тесе

Чăваш туйĕ –чăн-чăн спектакль. Мĕн кăна çук-ши унта: мăн кĕрӳ сăмахĕ, хĕр йĕрри, туй арăмĕсен хаваслă юрри-ташши, хĕр çумĕсен юрри, шахвăртса –юптарса калани, пил пани… Мĕн чухлĕ ытарлăх, илемлĕх туй сăмахлăхĕнче!

«Енĕшсем» фольклор ушкăнĕ халăх йăли-йĕркине аталантарас тесе нумай тăрăшать. Ушкăн репертуарĕнче – салтак юррисем, вăйă такмакĕсем, улах ларни, ĕç юррисем, кĕр сăри уявĕ, хăна юррисем… Туй йăли-йĕркине те тимлĕх уйăрчĕç халăхран тухнă артистсем. Чăваш туйĕн юрри-сăвви, капăр тумпа ĕлккенлĕх кашнинех илĕртет. Тунсăх та кунта, хаваслăх та, мăнаçлăх та.

Ямашевское сельское поселение Канашского района



12 февраля 2021
16:08
Поделиться