Туслă йышпа, савăк кăмăлпа
«Енĕшсем» фольклор ушкăнне çӳрекенсем сивве те, çил-тăмана та пăхмаççĕ, кашни эрнерех клуба васкаççĕ. Кăрлач уйăхĕ уйрăмах тухăçлă пулчĕ юрра-ташша юратакансемшĕн. Ю. Сементер пултарулăхĕпе паллашрĕç вĕсем, туй йăли-йĕркине тишкерчĕç, репертуара тус-тăванлăх юррисемпе пуянлатрĕç.
Кăрлачăн 28-мĕшĕнче Шăхасанта иртнĕ республика семинарне хутшăнчĕç, анат енчи чăвашсен юрри-кĕввипе, ташши-çеммипе, тумтирĕ-капăрлăхĕпе кăсăкланчĕç, фольклор ушкăнĕсен ертӳçисемпе пĕрле асатте-асаннесен ырă йăли-йĕркине упраса хăварас тата аталантарас ыйтусене тимлерĕç.
Çĕкленӳллĕ кăмăлпа таврăнчĕç вăрманенĕшсем семинартан. Тăрăшсах кĕпе-тумтире илемлетме тытăнчĕç, юрла-юрла тĕр тĕрлерĕç. Çитес вăхăтра сцена çине çĕнĕ тутăр-капăрлăхпа тухма палăртаççĕ артистсем.