Хӗллехи кану - чӑрӑш лӑсси шӑршиллӗ асамлă вӑхӑт
Ҫӗнӗ ҫул - чи юратнӑ, кӑпӑшка шурӑ юрлӑ, чӑрӑш лӑсси шӑршиллӗ календарьти асамлă вӑхӑт. Чакаꞔ ялĕнчи ачасен хӗллехи канӑвне усӑллӑ, кăсăклă та хаваслӑ, нумайлăха асра юлтăр тӗллевпе шкулсен тата клубсен ҫумӗнче тĕрлĕрен кружоксем ӗҫлерӗҫ.
Паллах, хӗллехи каникул пÿртре ꞔеꞔ иртмест.Ачасен кашни ꞔырмана тĕрĕслемелли шухăш пуꞔра, хăшĕнче ярăнмалли «ватрушкă» хытăрах каять-ши? Хальхинче те акӑ ачасем уҫӑ сывлӑшра нумай уҫӑлса ҫӳренӗ, вылянӑ, ҫывӑхри вӑрмана йӗлтӗрпе кайнӑ. Вӗҫен кайӑксем пирки те манман вĕсем, ара, ҫак пӗчӗк чунсене хӗллехи вӑхӑтра пӗрре те ҫӑмӑл мар-ҫке, апат тупма хӗн. Ҫакна шута илсе ачасем вӗсем валли пӗчӗк сырӑшсем ӑсталаса йывӑҫсем ҫине ҫакнӑ.
Урамра уҫӑ сывлӑшра выляса кӗрсен кун иртни те, вӑхӑт питӗ интереслӗ иртни асра юлать. Унӑн кашни кунне сӑн ӳкерсе ҫирӗплетсе пынӑ-ҫке. Пӗр сӑмахпа, хӗллехи канӑва ачасен тепӗр каникулччен аса илмелӗх те пур.
Чакаꞔри культура ꞔурчĕн ертÿꞔи С.Васильева