Симĕс чăрăш капăрланать, Çĕнĕ çула йыхăрать
Çĕнĕ çул – чи кĕтнĕ те савăнăçлă уяв. Хуласемпе ялсем капăрланаççĕ. Культура çурчĕсемпе суту-илӳ центрĕсем тĕрлĕ тĕслĕ çутăпа ялкăшаççĕ, кăмăла çĕклеççĕ.
Çак кунсенче Вăрман Енĕш клубĕнче Хĕл мучи мастерскойĕ уçăлчĕ. Çĕнĕ çул теттисемпе уяв парнисем ăсталарĕç ал ĕç кружокне çӳрекенсем, чăрăша илемлетрĕç. Чи лайăххисене «Чăваш елка теттисем» конкурса ярса пама хатĕрлерĕç.