Канашский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Канаш муниципаллӑ округӗ

Çĕнĕ çул çывхарать, асамлăхпа илĕртет

Çĕнĕ çул çывхарать, асамлăхпа илĕртет

Таврара раштав уйăхĕ хуçаланать. Хĕл мучи пит-куçран чĕпĕтет. Юр пĕрчисем вара хĕвел çинче ахахăн-мерченĕн йăлтăртатаççĕ, Çĕнĕ çул çывхарнине систереççĕ. Кашниех чăтăмсăррăн кĕтет ăна.

Уява хатĕрленсе Вăрман Енĕш клубĕн ĕçченĕсем чӳречесене, залпа фойене илемлетрĕç. Симĕс чăрăш тĕрлĕ тĕслĕ теттесемпе, йăлтăркка хăюсемпе капăрланчĕ. Кăмăл тăвакансем чиперкке умĕнче сăн ӳкерĕнме пултараççĕ. Çутă ĕмĕт-тĕллевпе, ырă шухăш-туйăмпа кĕтсе илер Çĕн çула.

Ямашевское сельское поселение Канашского района



13 декабря 2020
21:18
Поделиться