Паян, чÿк уйӑхӗн 26 –мӗшӗнче «Чӑваш тӗрри кунӗ»
Паян, чÿк уйӑхӗн 26 –мӗшӗнче «Чӑваш тӗрри кунӗ». Чӑвашсен авал тӗрӗ питӗ расна пулнӑ. Тум япалисене кашнине хайне уйрам тӗрӗпе илемлетнӗ. Ҫи - пуҫа илемлетсе капӑрлатасси тӗрлӗ ҫӗрте тӗрлӗ пулнӑ. Авалхи ҫи - пуҫра чи капӑрри — пир кӗпе. Унӑн умне, аркине, ҫаннисене, хул ҫийӗсене тӗрӗпе питӗ капӑрлатнӑ. Тĕрĕ кашни чăваш хĕрĕн пурнăçĕнче тĕп вырăн йышăннӑ. Илемлĕ тĕрĕпе капăрлатнă кĕпе тăхăнсан эпир хамăра аван туятпăр. Чăваш тĕррине упраса хăварас тесе чăваш хĕрĕсем тăрăшмасан тата кам тăрăштăр?