Канашский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Канаш муниципаллӑ округӗ

«Асамлă кĕске эрешĕсем» - курав-калаçу

«Асамлă кĕске эрешĕсем» - курав-калаçу

Чÿкĕн 26-мĕшĕ – Чăваш тĕррин кунĕ.  

Чăваш тĕрри – халăхăн мĕн авалтан упранса юлнă пуянлăхĕ. Вăл чăвашсен ĕлĕкхи пурнăçне уçса паракан тупра шутланать, унăн вăрттăнлăхĕсене ăсчахсем паянхи кун та тĕпчеççĕ.

Çĕнĕ Шелттем ял библиотекинче çак куна халалласа «Асамлĕ кĕске эрешĕсем» ятпа курав йĕркеленĕ.  Вулавçĕсем  асамлă кĕскĕ ĕрешĕсем çинчен каласа панине итленĕçемĕн, Чăваш кӗнеке издательствинче пичетленнĕ Наталия Захарова-Кульевăн «Волшебные узоры кӗскӗ. Асамлă кӗскӗ эрешӗсем» альбом каталогӗпе  интересленсе паллашрĕç. Çӗнӗӗҫӗн редакторӗсем – А.Г. Майорова, О.Г. Кульев. Ӳнерҫи – Н.В. Андреева.

Çак кӗнекере хӗрарăм кӗпин пӗвӗ çумне çӗлесе хума хатӗрленӗ мăшăр эрешлӗ пир татăкӗсене илсе кăтартнă. «Чăвашсем çак татăка сыпмалли («сып» глаголтан пулнă) тенӗ, мӗншӗн тесен ăна кӗпе пӗвӗн кăкăр умне хушса çӗленӗ... XIX ӗмӗр çурриччен çак пир татăкӗсене елмен (эрмен) пурçăнӗпе анчах тӗрленӗ. Çемçе те йăлтăркка çип эрешсене тата та пуянрах, селӗмрех кăтартнă. Ӗлӗкхи чăваш хӗрарăмӗсем сыпмаллисене çав тери çыпăçуллă, килӗшÿллӗ, килпетлӗ ăсталама пултарнă», – тесе çырнă кӗскӗ эрешӗсем пирки Наталия Ивановна.

Мероприяти  асамлă кĕске эрешĕсене электронлă слайдсем  пăхнипе вĕçленчĕ.

Шальтямское сельское поселение Канашского района



26 ноября 2020
17:05
Хроника, новости
Поделиться