Канашский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Канаш муниципаллӑ округӗ

Ямаш ялӗнче те ал ӑсти пурӑнать, темӗн тӗрлӗ эрешсем касса кӑларать

Ямаш ялӗнче те ал ӑсти пурӑнать, темӗн тӗрлӗ эрешсем касса кӑларать

 Чӑваш халӑх искусстви пуян та нумай енлӗ. Унӑн тӗп тӗслӗхӗнчен пӗри – тӗрӗ эрешӗ. Чǎваш чунĕ яланах хитрелӗх патне туртǎннǎ. Çавǎнпа унǎн кил-çуртне тĕрленĕ, йывǎçран касса эрешленĕ тата хǎваран авнǎ япаласем, тǎм савǎт-сапа илемпе хǎтлǎх кÿнĕ. Тĕрĕ ǎсталǎхĕ уйрǎмах вǎйлǎ аталаннǎ. Халǎх ĕмĕчĕ-шухǎшĕ, вǎл илеме еплерех ǎнланнине шǎпах çак искусствǎра палǎрнǎ. Тĕрĕпе чǎвашсем тумтире çеç мар, пÿрт ăшчиккине те, урам алӑкне те  илемлетнĕ.

    Ямаш ялӗнче те ал ӑсти пурӑнать, темӗн тӗрлӗ эрешсем касса кӑларать. Авалхи эрешсене пӗтерме парас марччӗ тет - Семенов Николай Николаевич. Чӑваш тӗррин илемӗ такам чунне те канӑҫтарма пултарать, куҫа илӗртет. Малашне те Семенов Н.Н. ӗҫӗ-хӗлӗ ӑнса пытӑр, курӑмлӑхпа пуянлансах тӑтӑр. Семенов Николай Николаевич пушӑ вӑхӑт тупӑнсан, Ямаш клубĕ çумĕнчи «Ямаш ен» фольклор ушкăнне васкать, юрӑ – ташӑра та пит маттур.

Ямашевское сельское поселение Канашского района



24 ноября 2020
11:53
Хроника, новости
Поделиться