Вăхăта усăллă ирттеретпĕр, сывлăха çирĕплететпĕр
Çирĕп сывлăх хамăр алăра, ăна упрама, çирĕплетме çеç пĕлмелле. Пушă вăхăта усăллă ирттересси вара чи пĕлтерĕшлисенчен пĕри.
17-ре–и е 80-ра – спортпа туслă пулни сывлăха çирĕплетме пулăшать, кăмăла уçать, тĕнче илемне курма-туйма пулăшать. Çакна асра тытса пурăнаççĕ те мăкăрсем. «Туслăх» фольклор ушкăнне çÿрекенсем спортпа туслă, пушă вăхăта усăллă ирттерме тăрăшаççĕ, уçă сывлăшра вăйăсем ирттереççĕ, çамрăксене чĕрĕ те сывă пурнăçпа туслă пулма ырă тĕслĕх кăтартаççĕ. Вероника Иванова кашнин патнех кăмăл уççи тупма тата кашни çемье сывă та телейлĕ пултăр тесе тăрăшать.
Шăхасан салинчи физкультурăпа спорт комплексĕ те юратнă вырăнсенчен пĕри – унта бассейнта ишсе вĕсем сывлăха çирĕплетеççĕ, кăмăла уçаççĕ, ÿт-пĕве илемлетеççĕ.