Канашский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Канаш муниципаллӑ округӗ

Илĕртет куçа чăваш тĕрри

Илĕртет куçа чăваш тĕрри

Чăваш тĕрри – асам тĕнчи.

Унта ман халăхăн шăпи,

Кун-çулĕ, савнăçĕ, хуйхи,

Мал ĕмĕтпе çут ăраскалĕ.

Çиçет хĕвел çӳл тӳпере,

Пĕтĕм тавралăх чĕрĕлет.

Чăваш тĕрри – çыруллă тĕрĕ,

Вăрттăнлăха уçма чĕнет.

Чӳк уйăхĕн 20-мĕшĕнче Вăрман Енĕш клубĕнче «Асамлă тĕрĕ тĕнчи» курав йĕркелерĕç. Тĕрĕллĕ ал шăллисем, масмак-сурпан, тутăр-саппун, илемлĕ эрешлĕ кĕпесем вырăн тупрĕç кунта. Чăваш тĕрри аякранах куçа илĕртет.

Курава Галина Манишева ĕçĕсем илем кӳреççĕ. Вĕт шăрçаран ăсталанă мăй çыххисем, тухья, капăр тумлă пуканесем, хитре тĕрĕллĕ саппунсем – пĕтĕмпех маттур хĕрарăм алли витĕр тухнă. Галина Петровна «Ăстапи» кружока ертсе пырать, фольклор ушкăнĕн тумĕсене те вăлах çĕленĕ.

Чăваш тĕррин тĕслĕхĕсемпе, вĕсен пĕлтерĕшĕпе те паллаштарать курав. Зиновьева Л.И. педагог хатĕрленĕ альбомсем асамлă тĕрĕ тĕнчине, ун вăрттăнлăхне тĕпчеме чĕнеççĕ. Чăнах та, мĕн тери пуян чăваш халăхĕ! Поэт калашле, ун çĕр пин тĕррине эс куç хывăн чи телейлĕ таса туйăмпа.

Ямашевское сельское поселение Канашского района



23 ноября 2020
12:56
Хроника, новости
Поделиться