Чӳк уйӗхӗн 20-мӗшӗнче Ямашри культура çумĕнчи «Ямаш ен» фольклор ушкăнĕ те «Илемлĕ, Илемлĕ» юрӑ юрласа-ташласа савăнчĕç
Тĕрлет пике илемлĕ тĕрĕ
Шур катанпир çине пит тăрăшса.
Çак тĕрере чăвашлăх йĕрĕ
Чун хавалне парать вăл савăнса.
Кашни çĕвви хăй майлă илĕртÿллĕ
Пулса пырать шур катанпир çинче.
Çак илеме тумашкăн пĕлнĕ
Ман несĕлсем çак çĕр çинче.
Тӗрӗ вӑл – чӑвашсен чи авалхи искусствисенчен пӗри. Чӑваш тӗррин илемӗ такам чунне те канӑҫтарма пултарать, куҫа илӗртет.
Пирĕн халăх тĕррине тĕнчипех пĕлеççĕ. Сăмахран, хĕрарăм кĕпи çинчи кĕскĕ – хĕвеле, сунтăк – тĕнче тĕнĕлне, масмак çинчи ÿкерчĕксем çĕрпе тÿпене, çăлтăрсене, тусене тата ытти нумай япалана пĕлтернĕ. Çакăнпа пĕрлех ĕлĕкхи эрешсенче «çыру тĕрри» анлă тĕл пулать. Унпа уйрăмах çанă вĕçĕсене, кĕпе умне капăрлатнă. Ĕлĕкхи тĕрĕсем пире халĕ те хăйсен илемĕпе тĕлĕнтереççĕ, савăнтараççĕ. Вĕсене çынсем тĕрленине ĕненес те килмест. Ытларах шурă пир çине тĕрленĕ. Çипписем çутçанталăкри тĕссене çывăх пулнă.
Акӑ, тӗслӗхрен, ҫуркунне ҫамрӑксем вӑйӑ картине тӑнӑ. Кашни хӗрачан ҫак уява тӗрлесе ҫӗленӗ тумпа, ҫӗнӗ юрӑпа тухмалла пулнӑ. Кӗввине те, сӑввине те, кӗпине те хӑех вӑрӑм хӗл кунӗсенче хатӗрленӗ. Ҫамрӑксем илемлӗ юрӑ шӑрантарнӑ, хитре кӗписен ӳкерчӑкӑсене пӗр-пӗринчен илсе малалла аталантарнӑ. Ҫапла вара, сӑмахӗсем, юррисем, тӗррисем ҫулран-ҫул хушӑнса пынӑ.
Чӳк уйӗхӗн 20-мӗшӗнче Ямашри культура çумĕнчи «Ямаш ен» фольклор ушкăнĕ те (илемлěх ертÿçи Константинова Людмила Николаевна) «Илемлĕ, илемлĕ» юрӑ юрласа-ташласа савăнчĕç.