Канашский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Канаш муниципаллӑ округӗ

Тылра та Çĕнтерĕве туптанă

75 çул мирлĕ тӳпе айĕнче пурăнатпăр эпир. Вăхăт иртнĕçемĕн хуйхă иртет пулин те аса илӳ нумай-нумай çула тăсăлать.

Салтаксем фронтра еплерех паттăрлăх кăтартнине, партизан отрячĕсем тăшмана аркатнине лайăх пĕлетпĕр эпир. Анчах та аякри тылра окопсем чавнине, блиндажсем тунине, хӳтĕлев чиккисем хăпартнине сахал çутатнă.

2021-мĕш çулта Сăр тата Хусан хӳтĕлев чиккисене чавнăранпа 80 çул çитет. Арçынсем вăрçа ăсаннă. Кунта вара хĕрарăмсемпе 16-17-ри ачасем, ватăсем ĕçленĕ - лумпа, кĕреçепе шăннă çĕре такканă. Ал тупанĕсем юнланса ыратнă, шăм-шак пĕрре тарланă, тепре сивĕпе кӳтнĕ, апат-çимĕçĕ çитмен, алсапа урана тăхăнмалли хăвăртах юрăхсăра тухнă, чылайăшĕн ăшă тумтир те пулман. Сивĕ, выçă, вăйран кайнă… Тем пек йывăр пулсан та ĕçленĕ, чăтнă. 45 кун хушшинче Сăр чиккине туса пĕтернĕ.

Сăр тата Хусан хӳтĕлев чиккисене тăвакан паттăрсене халалласа Вăрман Енĕш клубĕнче стенд йĕркеленĕ. Стенд тыл ĕçченĕсен хастарлăхне, 1941-мĕш çулхи йывăр лару-тăрăва сăнлать. Чӳк уйăхĕн 17-мĕшĕнче «Енĕшсем» фольклор ушкăнне çӳрекенсем «Тылра та Çĕнтерĕве туптанă» историпе паттăрлăх сехетне хутшăнчĕç.

Ямашевское сельское поселение Канашского района



19 ноября 2020
10:16
Поделиться