Мăкăрсем «Сурпан пĕрле» акцие хутшăнаççĕ

Чăваш Енре «Сурпан пĕрле» акци ирттерни пирки радио, хаçат-журналсенче пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ. Асăннă акци алă ăстисен пултаруллăхне, пуянлăхне тата тăрăшуллăхне хаклама май парĕ.
Мухтавлă Канаш Ен те çак пархатарлă та сумлăĕçе пуçăннă. Сумлă та яваплă ĕçе Мăкăрти культура çуртĕнче «Туслăх» фольклор ушкăнĕн ертÿçине Вероника Иванована (унăн пултаруллăхĕпе тăрăшуллăхне кура, вĕсем концерт тумĕсене хăйсемех çĕлесе те тĕрлесе, чăваш тĕррисемпе эрешлесе тăхăнса куракансене савăнтараççĕ-çке) шанса панă. Чи кăсăкли - сурпан çинче районăн сăн- сăпатне çутатса паракан, тăван енĕн ĕлĕкхи тĕрри те пулĕ.
Вероника Ивановна яваплă ĕçе пуçăннă та ĕнтĕ, ăна ăнăçу сунатпăр кăна. Чун киленĕçĕ (Вероника Иванова мĕн ачаран тĕрлеме- çĕлеме юратнă) савăнăç кÿтĕр кăна.