Комсомолецсем паян та хастар

Туслăн пурăнаççĕ Мăкăрсем, йывăрлăхра та пĕрле пулаççĕ - пĕр-пĕрне пулăшаççĕ, савăнăçне те, хуйхине те пĕрле пайлаççĕ, тĕнчери çĕнĕ хыпарсемпе те паллашаççĕ, сÿтсе яваççĕ. Ытахальтен мар-çке, çитĕнекен ăрăвăн çутă малашлăхĕ канăç памасть ашшшĕ-амăшне, аслăăрури çынсене.
Паянхи сăмахăм «Туслăхсем» çинчен пырĕ. «Туслăх» фольклор ушкăнне çÿрекенсем репетици хыççăн кашнинчех пурнăçри тĕрлĕ асăмлă манăçми вăхăтсене, çунатлăçамрăклăха аса илеççĕ, паянхи çамрăксен пурнăçне-улшнăвне тишкереççĕ.
Акă, иртнĕ репетицинче кашниех комсомол вăхăтне аса илчĕ, ырăĕçсен кăшăлне салатса çамрăксене ырă тĕслĕхсемпе паллаштарчĕ, ырă йăла-йĕркесене упраса хăварма хистерĕ. Кирек миçе çулта пулсан та кашни çĕнĕ куна парне евĕр йышăнма пĕлмелле-çке!
Мĕн чухлĕ ырă аса-илÿ пулчĕ çав кун! Кашнин хăйĕн шăпи, савăнăçĕ-нуши пулсан та,комсомола кĕни, чи тивĕçлĕ комсомолец е комсомолка пулни, ырăĕçсем туни, паянхи кун та ырăĕçсен кăшăлĕ тулли те усăллǎ пулни пурне те савăнтарчĕ, хумхантарчĕ те.
Ĕнерхи комсомолецсем паян та хастар-çке, нумайĕшĕ вĕсенчен «кĕмĕл» волонтерсем – тĕрлĕ сăлтавсене пула йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕçынсене пулăшу алли тăсаççĕ, иртен пурнăçа кăштах та пулин çăмллатма май туса парççĕ.
Палăртма кăмăллă, чи хастарисен ушкăнĕнче Валерий Бурзуев та. Валерий Васильевич тивĕçлĕ канура пулсан та килте алă-ура усса лармасть. Пушă вăхăта интереслĕ те усăллă ирттерме, çывăх çынсене пулăшма тăрăшать. Вăл ялти хисеплĕ çын, «Туслăх» фольклор ушкăнĕн шăпчăкĕсенчен пĕри. Мăшăрĕпе Зоя Михайловнапа икĕ пепке (ывăлпа хĕр) кун çути кăтартнă мăшăрсем. Канашри вакунсем юсакан заводăн ветеранĕсем. Валерий Васильевич нумай çул хушши тимěрçěсен цехĕн маçтăрĕ пулса вăй хунă, Зоя Михайловна та асăннă заводрах тăван ен ырлăхĕшĕн ырми-канми ĕçленĕ, тав сăмахĕсенне тивĕçнĕ. Валерий Бурзуев хăй вăхăтĕнче хастар комсомолец кăна мар,78-90-мĕш çулсенче парти членĕ пулса ырăĕçсемпе палăрнă. Пурнăç кустăрми пултаруллăçынна çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалǎха та илсе çитернĕ, унта пуçлăх пулса ĕçленĕ, тивĕçлĕ канăва вара Канашри ăшă паракан хуçалăхран тухнă, юлашки çулсенче унта вăл диспетчер пулса вăй хунă.
Телее упрама пěлсен унăн çăл куçĕ нихăçан та типмен теççĕ ватăсем. Чăннипех çапла Бурзуевсен çемйинче те. Çитес çулсенче «ылтăн туйĕ» те шаккĕ алăкран, Турă сывлăхпа чăтăмлăх патăр кăна.
Пурăнатпăр çĕр çинче пĕрре, апла пулар-и пĕрле! Хисеплĕ Валерий Васильевич, çуралнă кунпа сире! Пурнăçри кашни утăму сывлăхпа, ырлăхпа, телейпе, ăнăçупа пултăр. Çемьере килĕшÿпе ăнлану, тату пурнăç сунатпăр. Чунпа яланах çамрăк юл, чăваш ташши-юрри вара яланах чун уççи пултăр. Уяв ячĕпе!