Çилпе пăшăлтатса тырă-пулĕ пиçрĕ, шурă кулачă сĕтел çине çитрĕ, ял - йышăм çĕр ĕçченне пуç тайрĕ

Çапла-çапла, ачаш çилпе çăвĕпе пăшăлтатса тăван енĕн анлă та пуян уй-хирĕнче тыр-пулĕ пиçрĕ. Кĕр мăнтăрĕпе вара шурă кулачĕ сĕтел çине çитрĕ.
Паллах-паллах, çак пархатарлă ĕçсемшĕн эпир çĕр ĕçченне тав тăватпăр, кĕтнĕ кану-уяв йĕркелесе юрă-сăвăсенче мухтатпăр.
Ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленность ĕçченĕсен кунĕ кăçал чÿк уйăхĕн 6-мĕшĕнче районти çĕнĕ культура керменĕнче, Шăхасанта иртрĕ. Унта районта асăннă отрасльте вăй хуракансем тата ветерансем кĕтнĕ уява пухăнчĕç. Чи хастаррисене, ăмăртура мала тухнисене тав хучĕсемпе, тĕрлĕ наградăсемпе, хавхалантару парнисемпе чысларĕç.
Районти чи пултаруллă культура коллективĕсем вара çĕр ĕçченĕсене тĕрлĕ сăвă-юрăсенче мухтарĕç, хаваслă ташă-юрăпа хавхалантарчĕç, илемлĕ кĕпе тумтирсемпе килентерчĕç.
Чăннипех, илемлĕ ташă-юрă уяв хăнисемшĕн кĕтнĕ паха парне, чун уççи пулчĕ. Савăнăç, хавхалану кÿрекенсен ушкăнĕнче кăçал та Мăкăрти «Туслăх» фольклор ушкăнĕ пулчĕ. Вероника Иванова (вăл ертÿçĕ те, ăста купăсçă та) тăрăшнипе «Туслăхсем» аграрире тăрăшакансене тата уяв хăнисене хайсем тĕрленĕ-çĕленĕ, эрешленĕ чăваш кĕпе-тумтирĕсемпе тыткăнларĕç, вăйă-ташă картине чĕнсе çитес çул тата та тăрăшса ĕçлемешкĕн çĕр ĕçченĕсене иксĕлми хавхалану парнелерĕç.
Уяв ячĕпе пурне те!
Сунатпăр сире хĕвеллĕ ире, Турă упратăр сире те пире! Ырри сирĕнпе-пирĕнпе пĕрле паян та ыран- яланах пултăр. Уяв кĕреки кĕр мăнтăрĕпе пуян пултăр, уява пухтăр кашни çул туслăх-тăванлăх юрри янратса!