Ĕç ветеранĕпе тĕл пулчĕç

Чӳк уйăхĕн 8-мĕшĕнче Вăрман Енĕш клубĕн ĕçченĕсем Семёнова Мария Сергеевна патĕнче пулчĕç. Хисеплĕ ватта Ял хуçалăх ĕçченĕсен уявĕпе тата 90 çул тултарнă ятпа саламларĕç вĕсем, чечек çыххи парнелерĕç, Раççей Президенчĕн Тав çырăвне вуласа пачĕç. Ặш пиллĕ калаçу ветеранăн кăмăлне çемçетрĕ. Мария Сергеевна савăнăç куççульне пытараймарĕ, хăйне çакăн пек тимлĕх уйăрнăшăн тав турĕ.
Аса илӳ çăмхи вара малалла сӳтĕлчĕ. 1930-мĕш çулта çуралнăскер, вăрçă çулĕсене тата вăрçă хыççăнхи йывăр вăхăта лайăх астăвать вăл. Мĕн кăна тӳсмен пулĕ?! Яланах шанчăкпа пурăннă, ыррине кĕтнĕ. Пĕр ĕçрен те пăрăнман. Тивĕçлĕ канăва тухичченех фермăра тăрăшнă Мария Сергеевна: пăру пăхнă, сысна ĕрчетнĕ. Юратнă мăшăрĕпе 7 ача çуратса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Пурне те амăшĕн ăшшине панă, ĕçе хăнăхтарса ӳстернĕ. Люся хĕрĕпе пĕр çавра юрласа та пачĕ кинемей.
Эпир Мария Сергеевнăна ырлăх сунатпăр. Мăнукĕсемпе тата кĕçĕн мăнукĕсемпе йăпанса пурăнма Турри сывлăхпа вăй-хал патăр ăна.