«Енĕшсем» ял хуçалăх ĕçченĕсене халалланă уява хутшăнчĕç

Чӳк уйăхĕн 6-мĕшĕнче Канаш районĕн Культура çуртĕнче Ял хуçалăх ĕçченĕсен кунне уявларĕç. Хастар та сатур ентешсене саламлама ял тăрăхĕсенчен тĕрлĕ пултарулăх ушкăнĕ килнĕ.
Вăрман Енĕш клубĕ çумĕнчи «Енĕшсем» ансамбль «Пой, играй, гармошка» юрăпа тухрĕ сцена çине. Николай Павлов «Баллада о матери» сăвва чун-чĕрене хускатмалла вуларĕ. Куç умне хаяр вăрçă вăхăчĕ, салтаксен паттăрлăхĕ, ывăлне чăтăмсăррăн кĕтекен амăшĕн сăнарĕ тухса тăчĕ. Чуна витермелле, уççăн та мăнаçлăн, хурлăхлăн та шухăшлăн янăрарĕç сăвă çаврисем. Ял çыннисем фронта лавĕ-лавĕпе тырă, апат-çимĕç, тумтир ăсатнă - Çĕнтерĕве çывхартма пулăшнă.
Паян та ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсем ырми-канми тăрăшаççĕ. Чыс та мухтав сире, çĕр ăстисем, ака-суха тăвакансем, сĕт-çу туса илекенсем, пахчаçăсем, хăмлаçăсем, ĕçе чунтан савакансем!