Пирĕн аттесем чи маттуррисем, чи хисеплисем, чи лайăххисем…
Пирĕн аттесем чи маттуррисем, чи хисеплисем,чи лайăхисем… Çакăн пек пĕтĕмлетÿ турĕç «Туслăх» фольклор ушкăнне çÿрекенсем черетлĕ тĕл пулура, шăпах ăна аттесен кунне халаланăччĕ.
«Пирĕн аттесем ачисемшĕн яланах лайăх ашшĕ, ырă тĕслĕх пулма тăрăшнă, ывăлĕсем те çак тĕллевпех пурăнаççĕ, мěнукĕсене те умри йывăрлăхсене çĕнтерсе пурнăç сукмакĕпе такăнмасăр утма вĕрентме тăрăшаççĕ»,-терĕç Мăкăр хĕрĕсемпе кинĕсем вĕри те техĕмлĕ чейпе,тутлă кукăль-икерчĕпе сăйланнă май. Аттесен кунне халалласа кашниех хăйне евĕр ĕç туса иртернě - ывăл хĕрĕсемпе , мăнукěсемпе кĕсье телефонĕпе шăнкăравласа калаçнă, ыйту- хурав иртернĕ е тĕл пулса хăнара парне тунă, куçа-куçăн пăхса сĕтел тавра пуçтарăнса ǎшпиллĕ калаçу иртернĕ.
«Пирĕн аттесем пур те ырă ĕç тума ǎнталнă , ачисене те çавнах пилленĕ, кашниех çара тивĕç пулнă -тăван çĕр-шыва тивĕçлĕн хутĕленĕ. Пирĕн аттесем чи матуррисем , чăн-чăн чăваш арĕсем , спортпа, сывă пурнăçпа туслă, мăнукăмăрсем те вĕсен ятне малашне çÿлти шайра тытасса çирĕп шанатпăр»,-юрла-юрла , ташла-ташла саланчĕ «Туслăхсен» аса илÿ çăмхи.
Мăкарти «Туслăх» фольклор ушкăнĕ 20–е яхăн ял ĕçченĕсем çÿреççĕ. Вероника Иванова тăрăшнипе ( вăл асăннě ушкăн ертуçи) юлашки çулсенче чăвашлăха упраса хăварас тĕллев тата çамрăк ăрăва та явăçтарас ĕç вăй илсе пырать.
Сăмах майăн «Туслăх» ушкăнăн çитĕнĕвĕсем малтисен йышĕнче пулни çамрăк ăрăва пултарулăхне туптама та хавхалантарать-çке. «Туслăхсем» пĕр çемьери пекех, ахальтен им ушкăна пĕр пулса « Туслăх» ятне панă.
20-е яхăн чăваш арне тишкереç пулсан – пирĕн вĕсем пурте чи маттурисем , чи лайăххисем , чăн-чăн чăваш арĕсем. Пурте ял тăрĕхĕн , е районăн , е республикăн экономикипе пурнǎçне аталантарас енĕпе тĕрлĕ отрасльте ырми-канми вăй хураççĕ. Юратнă мăшăрĕсемпе, ачисемпе, мăнукĕсен çитĕнĕвĕсемпе савăнса пурăнаççĕ.
Паянхи кун уйрăмах аслă ÿсĕмри çынсене «Туслăх» ушкăна çÿрекенсене, обществǎри хастарлăхшăн тав тăватпăр , ырлăх-сывлăх, куç тулли телей, канлĕ ватлăх, вăрăм та телейлĕ кун- çул сунатпăр. Вĕсем çамрăк ăрушăн яланах ырă тĕслĕх юлĕç. Чун-чĕре ыйтнипе юрă-ташăпа туслашни вĕсен пурнăçне тăсма май парасса çирĕп шанса тăратпăр.