Канашский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Канаш муниципаллӑ округӗ

Чи «тутлǎ» уявпа - чи тутлǎ кукǎль-икерчсем

Çапла-çапла, чи «тутлǎ» уяв та  пур  пирěн. Пěлместěр-и? , пěлтерепěр   савǎнсах  вǎл  поварсен  кунě.  Вěсем  чи  тутлǎ апат  симěç  хатěрлеççě, хǎнасене  савǎнтараççě çирěп  сывлǎх  пиллесе.

«Туслǎхсен» савǎнма  вара  сǎлтавě  те  пысǎк. Мǎкǎрти «Туслǎх» фольклор  ушкǎнне (ертÿçи Вероника  Иванова) çÿрекенсен  йышǎнче асǎннǎ  профессие  суйласа  илсе  мěн  тивěçлě  канǎва тухиччен  ырми-канми  тǎрǎшнисем, ситěнÿсем  тунисем  те  пур.  Вěсем  паянхи  кун  çамрǎксемшěн   уйрǎмах  ырǎ  тěслěх юлаççě.
Аслǎ   ǎруран   çитěнекен  ǎру   та   юласшǎн   мар.  Аслисем   пурнǎçран паха  опыт  илнě  пулсан,  çамрǎксем  интернетпа   туслǎ (унта  темěн  тěрлě  тутлǎ  апат-çимěç хатěрлеме  вěрентеççě-çке).

Апла-и,   капла-и, «çулланисен» апат-çимěçě  техěмлěх  те  пахарах. Уйрǎмах паянхи   кун   ырǎ   та  тав  самахне  Чернова  Людмила   тивěç. Ырǎ  кǎмǎллǎ та  правур, тарават  аппа кашни   уяврах   хǎнасене  эрешленě   тутлǎ  кукǎль-икерчпе  сǎйлать. Людмила  Степанова   нумай   çул  хушши   шкулта  повар  пулса  ěçлене, шкул  ачисемпе   верентекенсене  тутлǎ  апат-çимěçпе  сǎйланǎ, вǎй-халне  пилленě, ырǎ ěçсемшěн  тав   сǎмахне, тěрлě наградǎсене   тивěçнě.

Кěр  мǎнтǎрěпе   кашни  килтех сěтелесем  çěр  улми е  купǎста, е кишěр куклисемпе   пǎсланатççě. Палǎртса   камалла  «Туслǎх» фольклор   ушкǎнне  çурекенсем  кашниех   пултаруллǎ  повар, асаннǎ  профессие  суйласа  илмен    илмен  пулсан  та , пурнǎçě  хǎех   тарават кил  хуси   пулма  вěрентет.

«Тутлǎ  пěçеретпěр-тутла  пурǎнатпǎр»,-теççě «Туслǎхсем». Чи  тутлǎ уявра  Мǎкǎрсем   тутлǎ  кукǎль-икерчепе  пěр-пěрне   сǎйларěç, пухǎннǎ паха  та   пуян   опытсемпе  паллашрěç.

 

Чагасьское сельское поселение Канашского района



29 октября 2020
14:40
Поделиться