Аттесен кунĕпе саламларĕ Ямашри культура Ҫурчĕн ĕҫченĕ Людмила Константинова

Юрататăп аттене,
Мухтанатăп эп унпа.
Юрласа та, ташласа
Савăнтарать ҫынсене!
Сывлӑху санӑн хурҫӑ пек ҫирӗп, кӑмӑлу сар ҫу пек ҫемҫе, пурнӑҫу телейлӗ пултӑр. Малашне те пархатарлӑ ӗҫре чуна хурса ӗҫлеме вӑй-хӑват сунатпӑр, сана атте. Ҫакă ҫутă тĕнчере аттепе – анне пулсан, пуринчен те эпир пуян, ан чирлĕр, ан ватӑлăр нихӑҫан, пулăр хаваслӑ, кӑмӑллӑ ялан - теҫҫĕ вĕсен ачисем.
Матвеев Михаил Геннадьевич, сирĕн пултарулăхăр ҫăл куҫ пекех тапса тăтăр, ан иксĕлтĕр вăй – хăват, чĕрере яланах юрату хĕмлентĕр, чун юрлатăр, сăн – питре хаваслă кулă ҫиҫтĕр! Ачӑрсемпе савӑнса, ырӑ курса пурӑнмалла пултӑр. Ҫумӑрта яланах ҫывӑх ҫыннӑрсемпе шанчӑклӑ тусӑрсем пулччӑр. Кӗреш юман пек ҫирӗп сывлӑх, тулӑх пурнӑҫ, тулли телей, ҫӑлкуҫ пек тапса тӑракан вӑй-хӑват сунатпӑр. Хуйхӑ-суйхӑ санран аякран пӑрӑнса ирттӗр, ӗмӗтӳсем пурнӑҫланчĕр. Аттесен кунĕпе саламларĕ Ямашри культура Ҫуртчĕн ĕҫченĕ Людмила Константинова.