Мăкăрсем – сывă пурнăç йĕркишĕн

Паянхи лăпкă мар пурнăçра чи пахи, чи кирли - çирĕп сывлăх пурри. Тĕрĕссипе каласан, вăл хамăр алăрах, ăна туптама, упрама çеç пĕлмелле. Çитĕнекен çамрăк ăрăвăн та, аслă ăрăвăн та сывлăхпа пурăнасси чылай чух хамăртан килет. Çакна лайăх ăнлаççĕ, асра тытаççĕ Мăкăрсем. Пушă вăхăта усăллă иртерме тăрăшаççĕ.
Пултаруллă та хастар çамрăк, Екатерина Констартинова (вăл вулавăш çуртĕнче вăй хурать), пуçарăвĕпе Мăкăрти культура çуртĕнче аэробика кружокě ĕçлет. Унта хаваспах çамрăксем те, ватăсем те сывлăха çирĕплетме çÿреççĕ.
Тĕп шăнăрĕ - «Туслăхсем». «Туслăх» фольклор ушкăнне çÿрекенсем чунпа та кĕлеткепе те илемлĕ пуласшăн, куракансене савантарасшăн. «Тĕп тĕллев - сывă та чĕрĕ пурнăçа тытса пырасси. Ырă тĕслĕхпе ентешсене илемлĕ спорт тĕслĕхне явăçтарасси», - çутă шанăçпа хуравлать, спортпа сывă пурнăçа кăмăллакан хастар ентеш, «Туслăх» фольклор укăнĕн ертÿçи Вероника Иванова.
Хисеплĕ ентешĕмĕрсем, Мăкăрсем! Çирĕп сывлăх хамăр алăра. Аэробикăна кăмăллакансене хаваспах кĕтетпĕр!