Канашский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Канаш муниципаллӑ округӗ

Верентекенěм, сан умǎнта пуçǎма таятǎп!

Верентекенěм, сан умǎнта пуçǎма таятǎп!

«Туслǎхсем» кирек кама та савнǎç вǎратма пěлеççě: хавслǎ юрǎ-ташǎпа, ырǎ ěçсемпе, хавхалану парнисемпе. Ку хутěнче ыр кǎмǎллǎх акци педагогика ěçěн ветеранě патне илсе çитерчě. Мǎкǎрти «Туслǎх» фольклор ушкǎнне çÿрекенсем (ертÿçи Вероника Иванова) вěрентекенсен професси уявне тěпе хурса педагогика ěçěн ветеранне саламларěç.

Ильина Валентина Николаевна хǎнасене ǎшшǎн кěтсе илчě. Тарават та пǎрчǎкан пек ěçчен кил хуçи, Валентина Николаевна (эпир килнě чух 93 сулхи кинемей пахчара кǎштǎртататчě), савǎнǎç куççульне пытармарě - çамрǎк ǎрǎва вěрентекенсене асра тытнǎшǎн, уяв саламне илсе çитернěшěн чěререн тав турě. Мǎкǎрсем Валентина Николаевнǎна чěрě чечек çыххи, хавхалану парни парса саламларěç, пархатарлǎ ěçре нумай çул вай хунǎшǎн тав турěç.

Ильина В.Н. Мǎкǎрти шкулта мěн тивěçле канǎва тухичченех нимěç чěлхи вěрентнě, тивěçлě канура та алǎ усса ларман, шкул коллективě пултаруллǎ вěрентекене продлëнка ěçне шанса панǎ. Валентина Николаевна нумай вěренекене пурнǎç çулě çине тǎма, чуна килěшекен професси суйласа илме пулǎшнǎ. Йывǎр та пархатарлǎ ěçре пуçа усман, ěçтешсемпе туслǎ ěçленě. Мǎшǎрě Гавриил Ильич та асǎннǎ шкултах вǎй хунǎ – георгафипе историне вěрентнě.

Туслǎ Ильинсем тǎватǎ ачана кун çути кǎтртнǎ, пурнǎç çулě çине тǎратнǎ, тивěçлě вопитани парса юратнǎ профессине алла илме пулашнǎ. Сǎмах май, ывǎлě Владислав та ашшě-амěшě çулěпе кайнǎ, педагогсен династийěн йывǎçě малалла аталанать, вǎй илет.

Вěрентекенěм, сан умǎнта пуç таятпǎр! Малашне те хаваслǎ кǎмǎлпа, сÿнми кǎмǎлпа çÿресемěр, чир-чěр мěнне ан пěлěр, хавǎр кǎмǎллакан скандинави утти сывлǎха çирěплетме пулǎштǎр. Ырлǎхпа та сывлǎхпа пурǎнǎр, ачǎрсемпе мǎнуксен çитěнěвěсем кунсерен савǎнǎç кÿччěр. Кун-çулǎр çутǎ та такǎр пултǎр!

 

  фоторепортаж

 
 


12 октября 2020
09:30
Поделиться