Канашский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Канаш муниципаллӑ округӗ

Мǎкǎр ялĕнче пĕтĕм тĕнчери туризм кунне халалланǎ уяв иртрĕ

Мǎкǎр ялĕнче пĕтĕм тĕнчери туризм кунне халалланǎ уяв иртрĕ

«Чăваш ен: вăхăт тĕлĕнтерме тата мăнаçланма» ятарлǎ проектпа килĕшÿллĕн (ǎна пĕтĕм тĕнчери туризм кунне халалланǎ) çак кунсенче мухтавлǎ Мǎкǎр ен туристсене йышǎнчĕ, чǎвашсен (Канаш ен) историйěпе  культурипе паллаштарчĕ, яланлǎх ĕçлекен тата илĕртекен туристсен маршручĕ пулассине çирĕплетсе пачĕ.

Чǎвашсен культурипе, ырǎ йǎла-йеркипе Мǎкǎр ялĕнчи «Туслǎх» фольклор ушкǎнĕ (ертÿçи Вероника Иванова ) паллаштарчĕ, çăкăр-тăварпа ăшшăн кĕтсе илчĕç. Вǎйǎ карти йĕркелесе пуян наци тумĕпе, çепĕç  юрри – ташшипе, ырǎ йǎли-йĕркипе паллаштарчĕ.

Туристсем çепĕç юрǎ- ташǎ авǎрне путса «Туслǎхсемпе» пĕрле вǎйǎ картине тǎрса чǎваш ташшине ташларĕç, ǎшǎ тĕл пулǎва асра тытма асǎнмалǎх сǎн ÿкерчĕк турĕç.

Мăкăрсене тарават кĕтсе илнишĕн, чун уççи пулнишĕн, хавхаланупа савăнǎç парнеленишĕн чĕререн тав турĕç.

 Туризма аталантарас ĕçре малашне те хастар пулма çирĕп сывлǎх, ǎнǎçупа  çитĕнÿ сунчĕç.

Фоторепортаж

Чагасьское сельское поселение Канашского района



30 сентября 2020
08:47
Поделиться