Çĕнĕ Шелттем ял библиотекинче «Халăх çыравçи» ятпа литература тăхтавĕ иртрĕ

Стихван Шавли (Стихван Антонович Шумков) çуралнăранпа 110 çитнĕ май Çĕнĕ Шелттем ял библиотекинче «Халăх çыравçи» ятпа литература тăхтавĕ иртрĕ. Вулавçĕсем çыравçăн кун-çулĕпе, хайлавĕсемпе паллашрĕç, тĕрлĕ çулта çырнă сăввисене итлерĕç.
Стихван Шавли (Стихван Антонович Шумков) — чăваш халăх сăвăçи. Самар облаçĕн Шăнтал районĕнчи Чулçырмара 1910 çулхи авăнăн 15-мĕшĕнче çуралнă. 1976 çулхи нарăс уйăхĕн 10-мĕшĕнче çĕре кĕнĕ.
1974 çулта ăна чăваш халăх сăвăçи ячĕпе чысланă.
Стихван Шавлы хресчен кил-йышĕнче çуралнă. 1939 çулта Хусанти педагогика институтне пĕтернĕ.
1937 çулта Шупашкара куçнă. Кунта вăл «Сунтал» журнал редакцийĕнче, кĕнеке издетельствинче, писетельсен союзĕн правлениĕнче, «Коммунизм ялавĕ» хаçатăн редакцийĕнче, тата ытти пичет тата информаци учрежденийĕнче ĕçленĕ.
Пирвайхи хайлавĕсем 1931 çулта пичетленнĕ. 30 ытла кĕнеке кăларнă.
Унăн чылай сăвви Октябрь революцийĕпе, Владимир Ленинпа, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçипе çыхăннă.
Поэт Макçăм Горькийĕн, П.Ершовăн, И.Крыловăн, Михаил Лермонтовăн, Н.Некрасовăн, Я.Райнисăн тата ытти çыравçăн хайлавĕсене чăвашла куçарнă.