Канашский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Канаш муниципаллӑ округӗ

Вăрман Енĕш клубĕ суйлавçăсене ăшшăн йышăнчĕ

Вăрман Енĕш клубĕ суйлавçăсене ăшшăн йышăнчĕ

2728-мĕш суйлав участокĕ Вăрман Енĕш клубĕнче вырнаçнă.

Çурла-авăн уйăхĕсенче клуб ĕçченĕсем пÿлĕмсене тирпей-илем кĕртессипе тăрăшрĕç: йывăç çуртăн пĕренисене çуса тасатрĕç, чÿречесемпе урайне сăрларĕç, стендсене çĕнетрĕç, çемçе пукансене майлаштарса сăн кĕртрĕç. Умĕнчи картана та сăрласа илемлетрĕç.

Суйлавçăсене Вăрман Енĕш клубĕ ăшшăн йышăнчĕ. Авăн уйăхĕн 12-мĕшĕнче «Енĕшсем» фольклор ушкăнĕ ял-йыша савăк кĕвĕ-çемĕпе саламларĕ.

Клубра суту-илÿ кĕтесĕ те ĕçлерĕ. Вĕтĕ кукăль, пылак çимĕç, тутлă шывпа чей туянма пултарчĕç суйлава килнисем.

Ямашевское сельское поселение Канашского района



13 сентября 2020
21:06
Поделиться