Суйлава килнĕ халăха концертпа савăнтарчĕç
Авăн уйăхĕн 11-мĕшĕнче «Енĕшсем» фольклор ушкăнĕ Малти Питтикасси ялĕнче пулнă суйлава килнĕ çынсене илемлĕ юрă-ташăпа савăнтарчĕç кÿршĕсем, чăваш кĕвви-çеммипе чуна тыткăнларĕç. Ял-йыш артистсене ăшшăн йышăнчĕ, алă çупса хавхалантарчĕ.
Ырми-канми тăрăшакан маттур ĕçченсене саламласа юрă хыççăн юрă шăранчĕ. Тус-тăванлăха мухтаса, тăван кĕтесе савса янăрарĕ хаваслă кĕвĕ-çемĕ. Куракансен ăшă кулли, чĕререн тухакан тав сăмахĕсем кăмăла çĕклерĕç.
Хаклă ентешсем, кĕрхи тулăх кунсемпе саламлатпăр сире.
Сăн-питре хĕвел шевли вылятăр,
Чунсенче телей юрри янратăр.
Ырлăх-сывлăх пултăр иксĕлми,
Кун-çулăрсем савăк, ытарми.