Канашский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Канаш муниципаллӑ округӗ

Мăкăрăн чăн-чăн арçынĕсем чăнкă хĕрсемпе хĕрарăмсене салам кăшăлĕ парнелерĕç

Çут çуркунне епле асамлă вăхăт! Çут çанталăк чĕрĕлет, чунра çепĕç туйăм- шухăшсем  çуралаççĕ, ырă ĕç тума хистеççĕ. Çурхи  кунсемпе  чи  кĕтнĕ те чаплă  савăнăçлă уяв та – Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ пĕр  килет-çке! Мĕн чухлĕ савăнăç, çутă шанăç, çĕнĕ  ĕмĕт-шухăшсем илсе килет çак  асăннă  асамлă уяв.

Мăкăр  ен пултаруллă  та тараватлă  çынсемпе пуян. Тăван ене çĕклес тĕллевпе «тымар янă», кунтах кун кунлакан чăн-чăн  арçынсемшĕн те чăн-чăн çирĕп тĕрĕслев те савăнăçлă уяв пулчĕ çурхи каç.

Ара, вĕсем çурхи уявпа чăнкă хĕрсемпе хĕрарăмсене Мартăн 8-мĕшĕпе çавра сĕтел тавра пуçтарăнса саламларĕç. Тĕрлĕ шÿтлĕ конкурссем йĕркелесе чи тараватли те сăпайли, чи хÿхĕмли те ăшпилли,чи тăрăшулли те пултарулли, чи тавçăрулли те савăнăçли, чи ачашши те юратулли, мал ĕмĕтлисене палăртса хавхалантару парнисемпе чысларĕç, юрă-ташă ытамĕнче савăнтарчĕç, кăмăла çĕклерĕç.  Çĕнĕ кунăн чаршавне уçма, çĕнĕ пурнăç  сукмакĕпе çирĕппĕн те хаваслăн утма  ырлăх-сывлăх,  иксĕлми телей сунчĕç. «Чунра яланах уяв – асамлă те телейлĕ çуркунне хуçалантăр, тинĕс пек  тарăн та  таса  та юратуллă  куçсенчен савăнăç куççулĕ кăна юхтăр, телей çăлтăрĕ тăкăнса тăтăр, чунра лăпкăлăх, çемьере – килĕшÿ  хуçалантăр. Эпир сире юрататпăр!»-ăшă  алă çуппи,  çепĕç  ытам хуçаланчĕ  уяв каçĕнче.

Чагасьское сельское поселение Канашского района



10 марта 2020
08:08
Поделиться