Канашский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Канаш муниципаллӑ округӗ

Район шкул ачисен «Çамрǎклăх. Пултарулăх. Шырав» наукăпа практика конференцийĕ иртрĕ

2020-мĕш çулхи пуш (март) уйăхĕн 05-мĕшĕнче «Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул» муниципалитетăн бюджет вĕренÿ учрежденийĕнче район шкул ачисен «Çамрǎклăх. Пултарулăх. Шырав» наукăпа практика конференцийĕ иртрĕ.

Конференци ачасен чăваш чĕлхипе литературине вĕренес кăмăлне çĕклес, вěсене шыравпа тěпчев ěçне явăçтарас тата пултаруллă ачасене тупса палăртас тĕллевĕсене пурнăçларĕ тесе çирĕплетсех калама пулать. 7-9-мĕш классенче вĕренкенсем Раççейри Астăвăмпа мухтав çулталăкне, Тăван çĕр-шывăн аслă вăрçи чарăннарăнпа 75 çул çитнине халалласа тунă тĕпчев ĕçĕсене хÿтĕлерĕç. Ирĕклĕ тема номинацинче чăваш халăхĕн йăлийĕркине, этикетне тишкерекенсем те пулчĕç. Шкул ачисем лартнă тĕллеве тĕпчев ĕçĕсенче тарăннăн тишкерсе пурнăçлани савăнтарчĕ, презентацисен пахалăхĕ те çÿллĕ шайра пулни палăрчĕ.


Методика пĕрлешĕвĕн ертÿçи Иванова В.М.

Сайт РУО



06 марта 2020
14:36
2020 год
Поделиться