Канашский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Канаш муниципаллӑ округӗ

Илемлĕ чăваш юрри-ташши, туслăх кĕперĕ мĕн пур ентеше пухрĕ уява

Ырă йăлана пăхăнса,  Мартăн  8-мĕшĕ - пěтěм тěнчери хĕрарăмсен кунне халалласа (уяв çулсеренех иртет), Канаш хулинчи культура керменĕнче чăваш эстрада çăлтăрĕ Людмила Семенова йĕркеленипе чаплă уяв иртрĕ. Пирĕн юратнă юрăç хăйĕн пултаруллă ушкăнĕпе мухтавлă Канаш ен  ĕçченĕсене çывхарса килекен уяв ячĕпе саламларĕ, илемлĕ юрă—ташă парнелерĕ.

Куракансем çак асамлă каç Алина Михайловăн, Сергей Лекеровăн, Виктор Петровăн пултарулăхĕпе паллашса савăнчĕç кашни номера ăшшăн ал çупса кĕтсе илчĕç.

Уяв программине Канаш енĕн ытти пултарулăх ушкăнĕсем те илемлетрĕç. Вĕсен хушшинче- Мăкăрти «Туслăх» фольклор ушкăнĕ те (ертÿçи Вероника Иванова).  Мăкăрсем уяв программине туслăхпа  тăванлăх   юррисемпе  уçрĕç,  куракансене хаваслă  кăмăл  парнелерĕç. Чакаçри вăтам  шкулта  вĕренекенсем илемлĕ ташăпа тыткăнларĕç. Концерта çитнĕ тăвансем – аннесемпе аппасем,  инкесем,  асаннесемпе кукамайсем – ай, мĕн тери савăнчĕç уяв парнипе! Мăнуксенчен, кун çути кăтартнă  пепкесенчен,  концерт  чăн-чăн уяв парни пулчĕ-çке!

Ентешсем илемлĕ  чăваш  тумĕпе, ташши-юррипе киленчĕç, уявран  савăнăç кăшăлĕпе, çĕкленÿллĕ кăмăлпа таврăнчĕç.

Уява  вĕçлеме пирĕн ентешсемех тивĕçрĕç-«Ямаш ен» фольклор ушкăнĕ. Ушкăн куракансене савăнăç  çыххи парнелерĕ.

Тавах концерта йĕркелекенсемпе уява хутшăнакансене.

Телей сире, ыр сывлăх  ĕмĕре!

 

Чагасьское сельское поселение Канашского района



06 марта 2020
16:41
Хроника, новости
Поделиться