Канашский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Канаш муниципаллӑ округӗ

Чăваш пулса çуралнă,чăваш пулсах пурăнатпăр, чăвашлăха упратпăр

Чăваш пулса çуралнă,чăваш пулсах пурăнатпăр, чăвашлăха упратпăр

Паянхи кунăн чи çивĕч ыйтăвĕсенчен пĕри-чăвашлăха, чăваш культурине упраса хăварасси тата ăна аталантарасси. Çак ыйтăва тĕпе хурса кун кунлаççĕ те ĕнтĕ Мăкăрти «Туслăх» фольклор ушкăнне çÿрекенсем. Асăннă ушкăнăн ертÿçи Вероника Иванова çак юхăма çамрăк  ăрăва явăçтарас енĕпе сахал мар вăй хурать. Тĕслĕхрен, мăнукĕсем Тайăпа Маша та яла хăнана килсен, тěрлě уявсене хаваспах хутшăнаççĕ, пултарулăхпа тата тăрăшулăхпа савăнтараççĕ, чăваш историпе культурине асламĕшĕпе кăсăклансах тĕпчеççĕ.

Çĕнĕ Шупашкарта  иртекен мероприятисене (чиперккесем Çĕнĕ Шупашкарти 11-мĕш  вăтам шкулта ăс-тăн пухаççĕ) хастар хутшăнаççĕ, хăйне май пĕчĕк ырă ĕç тăваççĕ, çитĕнÿсемпе савăнтараççĕ, мал ĕмĕтлĕ  хĕр ачасем  хăйсем те хавхаланаççĕ, тусĕсене те çунатлантараççĕ.

Нумаях пулмасть, Чăваш автономи йĕркеленнĕренпе 100 çул çитнине халалласа, Çĕнĕ Шупашкарта республика шайĕпе иртекен «Туслăх хĕлхемĕ» фестиваль-конкурс иртрĕ. Унта Вероника Ивановна мăнукĕсемпе хутшăннă, купăс каласа юрласа та ташлама пулăшнă, уява пухăннисене илемлĕ чăваш тумĕпе тыткăнланă, çепĕç юрăпа савăнтарнă, çĕнĕ Шупашкар хулин, юратнă тăван шкулĕн чысне тивĕçлĕн хÿтĕлесе  3-мĕш вырăна  тухнă.

Çавăн пекех чиперккесем Чăваш ене мухтаса вырăсла юрăсем шăрантарас  енĕпе те конкурсра тупăшнă. Çитĕнÿсем туса хавхаланнă,  пĕрле ÿснĕ тус-тантăшсене, вĕрентекенсене тата тăвансене савăнтарнă. Çакă ырă тĕслĕх,  çитĕнекен ăрура çирĕп шанчăк пуррине тепре çирĕплетсе парать. Апла пулсан ырă ĕç вăй илтĕр, ырă тĕслĕх çумрисене те хавхалантартăр.

Тăван чĕлхе уççăн янратăр кашни тăван килте!

Чагасьское сельское поселение Канашского района



06 марта 2020
16:40
Поделиться