Мăкăрсем сивĕ хĕле ăсатрĕç, çуркуннене кĕтсе илчĕç

Çăварни уявĕ таврара,
Савăк кĕвĕ-юрă урамра.
Савăнать ял-йышăм уявра,
Пур ĕçре те пул эсĕ малта!
Çăварни уявĕ таврара,
Кăмăллĕ йыхравĕ чунăмра,
Кам кичем ларайтăр уявра:
Ай: мĕн чухлĕ савăнăç кунта!
Çăварни уявĕ таврара,
Икерчне сăйлаççĕ пылпала,
Катаччи чупаççĕют касра,
çăварни ачи халь вăйăра,
çăварни уявĕ таврара.
Туйăмсен капламĕ чунăмра.
Çак уявăн сÿнми асамĕ
Юлтăр çĕн ăрушăн асамĕ.
Çăварни килчĕ юрласа,
çăварни килчĕ ташласа.
Çăварни килчĕ савăнса,
çур пикене çав, çавăтса!
(Н.Силпи)
Шăмат кун, нарǎс уйǎхěн 29-мěшěнче, Мăкăрсем сивĕ хĕле ăсатрĕç, çуркуннене кĕтсе илчĕç.Çăварни уявĕ Мăкăрти культура çурчĕçумĕнчи лапамра иртрĕ. Уява, ламран лама пыракан ырă йăла-йĕркесене упраса хăварма, Мăкăрсем кăна мар Чакаç ял тăрăхне кĕрекен çывăхри ялсенчен те хутшăнчĕç.
Хĕвеллĕ те ăшă кунпа хăнасене Чакаç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Игорь Иванов саламларĕ, ырлăх-сывлăх, иксĕлми телей, тăнăç пурнăç сунчĕ, малашне те туслă пурăнма чĕнсе каларĕ. «Туслăхра – вăй, кашни кун савăнăç парнелетĕр».
Çǎварни – пĕтĕм ăрусене пĕрлештерекен туслăх уявĕ, туслăх кĕперĕ.
Уçă сывлăшра тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕсем иртрĕç. Унта çамрăксемпе ватăсем те хастар хутшăнчĕç, кăмăла çĕклерĕç, сывлăха çирĕплетрĕç,
çĕнтерÿçĕсене асăнмалăх парнесем парса хавхалантарчĕç.
Мăкăрти «Туслăх», Чакаçри «Çăлкуç» фольклор ушкăнĕсем хаваслă юрă-ташăпа уяв программине илемлетрĕç, конкурссене хутшăнакансене хавхалантарса тăчĕç. Хавхалану çеçке çурчĕ, кашни чуна хавхалантарса тăчĕ.
Спорт ăмăртăвăсем хыççăн «хĕл карчăкне» çунтарчĕç, çуркуннене кĕтсе илчĕç.
Палăртма кăмăллă, уяв асра юлтăр тесе ял тăрăхĕ кăçал та аван хатĕрленнĕ. Хăнасем техĕмлĕ шашлăкпа тата шÿрпепе, çавăн пекех тутлă та çуллă икерчĕпе сăйланчĕç. Пĕр-пĕрне ырлăх-пурлăх, çирĕп сывлăх сунчĕç,«Пурнăçăр икерчĕ пек тутлă пултăр!». Хĕвел пичĕ пек икерчĕсене пылпа, хăймапа тутанчĕç.
Тăванăмăрсем! Туслăхпа юлташлăх вăй илччĕр, ырă йăла-йĕркесене упрар, килĕштерсе пурăнар.
Иксĕлми çăл куç пек тапса тǎччĕр сирĕн вăй –халăрсем! Пурнăç пултăр савăкрах, савăнăçне курăр ытларах!
Ах, епле аван-çке ял-йышăм тусли!