Чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен фестивалĕ

Нарăс уйăхĕн 27-мĕшĕнче «Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан Çеçпĕл вăтам шкулĕ» муниципалитетăн вĕренÿ бюджет учрежденийĕнче Канаш районĕнчи чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен фестивалĕ иртрĕ. Унта 23 шкул вĕрентекенĕ хутшăнчĕ. Йăлана кĕнĕ йĕркепе районти вĕрентекенсем хăйсем суйласа илнĕ классенче уçă уроксем, класс тулашĕнчи ĕçсем, ăсталăх класĕсем ирттерчĕç.
Кашни мероприятиех çÿллĕ шайра иртрĕ: уроксен содержанийĕ пуян та кăсăклă, тĕрлĕ культурăсен çыхăнăвне тĕпе хуни палăрса тăрать, вĕрентекенсем çĕнĕ технологисемпе, мелсемпе, ăслайсемпе тухăçлă усă кураççĕ. Вĕрентекенсем чăваш чĕлхипе литературине вĕрентес, класс тулашĕнчи ĕçсене йĕркелесе ирттерес методикăна аван пĕлни палăрчĕ.
Фестиваль çĕнтерÿçисемпе призерĕсем:
«Пуплеве аталантарма вĕрентекен чи лайăх урок» номинаци çĕнтерÿçи – Людмила Алексеевна Кузнецова, «Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан Аслă Мами тĕп шкулĕн» вĕрентекенĕ («Литература геройĕ патне çыру çырасси» урок);
«Тĕпчев мелĕпе ирттернĕ чи лайăх урок» номинаци çĕнтерÿçи – Людмила Порфирьевна Григорьева «Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан Вăтапуç вăтам шкулĕн» вĕрентекенĕ, Людмила Порфирьевна Григорьева («Салтак сумкинчи документсем» урок).
«5-7-мĕш классенче çĕнĕ технологисемпе усă курса ирттернĕ чи лайăх урок» номинаци çĕнтерÿçи
– Надежда Максимовна Константинова, «Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан Шăхасан вăтам шкулĕн» вĕрентекенĕ («П.Хусанкайăн сăввине çĕнĕ технологи мелĕсемпе усă курса тишкересси» урок);
«10-11-мĕш классенче çĕнĕ технологисемпе усă курса ирттернĕ чи лайăх урок» номинаци çĕнтерÿçи – Зоя Васильевна Петрова, «Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан Катек вăтам шкулĕн» вĕрентекенĕ («Çут тĕнчене вутран хăтарнисем» урок (Кĕçтук Кольцов пултарулăхне интеллект-карта мелĕпе вĕренесси);
«Чи лайăх килти вулав урокĕ» номинаци çĕнтерÿçи – Светлана Нестеровна Смолина, «Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан Шăхасан вăтам шкулĕн» вĕрентекенĕ («Асамат кĕперĕн асамлăхĕ» урок (С.Павловăн «Асамат кĕперĕ» хайлавĕ тăрăх);
«Чи лайăх вăйă урок» номинаци çĕнтерÿçи – Татьяна Ильинична Васильева, «Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан Катек вăтам шкулĕн» вĕрентекенĕ («Кам миллионер пуласшăн?» ăс-хакăл вăййи»);
«Чи лайăх вăйă урок» номинаци призёрĕ – Людмила Афанасьевна Фёдорова, «Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан Атнаш тĕп шкулĕн» вĕрентекенĕ («Асамлă рифма» вăйă);
«Чи лайăх ăсталăх класĕ» номинаци çĕнтерÿçи – Валентина Михайловна Иванова, «Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан Сухайкасси тĕп шкулĕн» вĕрентекенĕ («Ăслав сочиненийĕ – пултарулăх ĕçĕ»);
«Чи лайăх класс тулашĕнчи ĕç» номинаци çĕнтерÿçи – Елена Георгиевна Сергеева, «Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан Çеçпĕл вăтам шкулĕн» вĕрентекенĕ («Ан пултăр вăрçă тĕнчере!» литературăпа музыка композицийĕ).
Методика пĕрлешĕвĕн ертÿçи Иванова В.М.
Сайт РУО