«Енĕшсем» фольклор ушкăнĕ Олег Димитриев композиторăн пултарулăх каçĕнче пулчĕ

Нарăс уйăхĕн 27-мĕшĕнче «Енĕшсем» фольклор ушкăнĕ Красноармейски салине çул тытрĕ. Районти Культура çуртĕнче çăварни вăййи-куллине хутшăнчĕç Вăрман Енĕшпе Пратьякас Енĕш маттурĕсем, юрласа-ташласа савăнчĕç, çуллă икерчĕпе сăйланчĕç.
Ун хыççăн Олег Димитриев композиторăн пултарулăх каçĕнче пулчĕç. 60 çулхи сумлă юбилейпа саламласа Олег Васильевич кĕвĕленĕ «Утăттăм, чупăттăм, тăван патне çитĕттĕм» юрра шăрантарчĕ фольклор ушкăнĕ, илемлĕ ташă-çемĕ парнелерĕ. Асăнмалăх сăн та ӳкерĕнчĕç артистсем.
Олег Димитриев тĕлĕнмелле пултаруллă çын: композитор, юрăçă, ташăçă, купăсçă, ертӳçĕ (шкул директорĕ вăл), ăста вĕрентекен. Унăн аппăшĕ те, Василиса Павлова, юрă-кĕвĕ тĕнчипе туслă, Вăрман Енĕш клубĕ çумĕнчи «Енĕшсем» фольклор ушкăнĕн солистки вăл. Аппăшĕпе шăллĕ куракансене тăванлăх, юрату юррисемпе савăнтарчĕç.
Тулли кăмăлпа таврăнчĕç хăнаран енĕшсем. Арçынсен ансамблĕ хăйĕн репертуарне Олег Димитриев юррисемпе пуянлатрĕ.