Чăваш кĕвви-çемми тыткăнлать чуна

Нарăс уйăхĕн 26-мĕшĕнче «Енĕшсем» фольклор ушкăнĕ Ямашра хăнара пулчĕ, кӳршĕсене уяв концерчĕпе савăнтарчĕ. Çăварнипе саламласа, ыр сунса шăранчĕç юрăсем. Чăваш кĕвви-çемми чуна тыткăнларĕ, кăмăла çĕклерĕ. Шӳт-кулă, спектакль сыпăкĕсем концерт программине пуянлатрĕç.
Куракансем артистсене ăшшăн йышăнчĕç, алă çупса хавхалантарчĕç. В. Павлова, О.Николаева, Е. Григорьева, В. Захарова, А. Алексеев, Светланăпа Андрей Алексеевсем юрлани, В. Артемьевпа Г. Манишева вулакан сăвă-юптару, илĕртӳллĕ чăваш ташши-çемми чылайлăха асра юлĕ.