Паттăрсене асра тытатпăр
Нарăс уйăхĕн 23-мĕшĕ – Тăван çĕршыв хӳтĕлевçин кунĕ. Çак кун Вăрман Енĕш ялĕнче Алексеев Алексей Петрович воин-интернационалист ячĕпе Астăвăм кунĕ иртрĕ.
12 сехет тĕлне ял-йыш, хастар салтакăн тăванĕсемпе тус-тантăшĕсем Вăрман Енĕш клубне пухăнчĕç. Кунта А.П.Алексеева халалласа «Эс тухмăн нихăçан асран» паттăрлăх сехечĕ ирттерчĕç. Н. Артемьевпа Е. Алексеева мухтавлă ентешĕн кун-çулĕпе паллаштарчĕç.
Сăртлă-туллă Афганистанра çар тивĕçне пурнăçласа пуçне хунă Алексей Петрович. Вилнĕ хыççăн Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе наградăланă ăна. «Тăван çĕршыв хӳтĕлевçин кунĕнче çуралнă пирĕн Алёша. Яланах халăх асĕнче вăл», - терĕ Астăвăм кунне килнĕ Н.Г. Зиновьев. Николай Георгиевич хăй те Афган вăрçин хаяр вут-çулăмĕ витĕр тухнă. Çав хăрушă та синкерлĕ вăхăта аса илсен паян та чун-чĕре ыратать. «Çĕр çинче яланах сарă хĕвел йăлкăштăр, амăшĕсем ывăлĕсене ан çухатчăр», - çирĕппĕн илтĕнчĕç маттур салтак сăмахĕсем.
Кăнтăрла хыççăн йĕлтĕрçĕсем старта тухрĕç. Арçынсем хушшинче Алексеев Пётр çĕнтерчĕ, хĕрарăмсенчен Алексеева Лидия финиша 1-мĕш çитрĕ. Софронова Нина тата Денисова Зоя 2-мĕшпе 3-мĕш вырăнсене пайларĕç. Воин-интернационалист тăванĕсем те ăмăртура хастарлăх кăтартрĕç, малти вырăнсене йышăнчĕç.
Спорт вăййисем клубра малалла тăсăлчĕç. Хăшĕ-пĕри шашка-шахматла вылярĕ, теприсем кире пуканĕ йăтрĕç, автомат салатса пуçтарассипе ăмăртрĕç. Çамрăксемпе аслисем тĕрлĕ конкурсра вăй виçрĕç, ăс-хакăла тĕрĕслерĕç, аманнă салтака пĕрремĕш пулăшу парассине аса илчĕç.
Тăван çĕршыв хӳтĕлевçисен ячĕпе юрă-кĕвĕ, мухтавпа салам сăмахĕсем шăранчĕç. Ăмăртусенче хастарлăх кăтартнисене паттăрăн шăллĕ Алексеев Ю.П. парнесемпе чысларĕ.
Астăвăм кунне ирттерме пулăшнă спонсорсене – В.И. Осипов фермерпа А.П. Алексеев ял старостине, воин-интернационалистăн тăванĕсене тав тăватпăр.