Нарăс уйăхĕн 20-мĕшĕнче Вăрман Енĕш клубĕнче граждансен пухăвĕ иртрĕ

Нарăс уйăхĕн 20-мĕшĕнче Вăрман Енĕш клубĕнче граждансен пухăвĕ иртрĕ. Ямаш ял тăрăхĕн çулталăк хушшинчи ĕç-хĕлне пăхса тухрĕç унта, Канаш район администрацийĕн ĕçченĕсемпе пĕрле халăха хумхантаракан ыйтусене сӳтсе яврĕç. Яла шыв кĕртесси, пĕвесене тасатасси, йытăсем урамра ирĕккĕн çӳрени, çӳп-çапшăн тӳлемелли укçа-тенкĕ виçи уйрăмах пăшăрхантарчĕ пухăннисене. Аслă Аттелĕх вăрçинче пуçне хунă паттăрсене асăнса палăк лартас ыйтăва та хускатрĕç енĕшсем. Ял халăхĕ Вăрман Енĕш клубне газ кĕртме пулăшнăшăн Ямаш ял тăрăхĕн тата Канаш район администрацийĕн пуçлăхĕсене - Т.В.Аристарховăпа В.Н.Степанова чун-чĕререн тав турĕ.
Хăтлă та ăшă клубра «Енĕшсем» фольклор ушкăнĕн концертне курса киленчĕç пухăва килнисем. Хаваслă юрă-кĕвĕ кăмăла çĕклерĕ, илемлĕ ташă-çемĕ чуна тыткăнларĕ.
Çак кун клубра «Чăваш тĕнчи – илем тĕнчи» курав ĕçлерĕ. Чăваш автономине туса хунăранпа 100 çул çитнине халалланă ăна. Вăрман Енĕш ялĕнче çуралса ӳснĕ, халĕ Канаш хулинче пурăнакан Л.И.Зиновьева ĕçĕсем аякранах куçа илĕртеççĕ. Мал ĕмĕтлĕ вĕрентекен тăван яла тăтăшах килсе çӳрет, клуб ĕçченĕсене те сĕнӳ-канашпа пулăшма яланах хапăл.
Аслă Çĕнтерӳ тунăранпа 75 çул çитнине халалласа уйрăм кĕтес йĕркеленĕ культура вучахĕнче. Пирĕн ăру Аслă Аттелĕх вăрçи çинчен кĕнекесемпе илемлĕ фильмсем, ӳкерчĕксемпе аса илӳсем тăрăх çеç пĕлет пулин те асатте-асаннесен, кукаçи-кукамайсен ырă ятне, вăрçă паттăрĕсемпе çĕнтерĕве çывхартма пулăшнă тыл ĕçченĕсене асра тытма тивĕç эпир. Концерт программинче паттăрлăх, астăвăмпа мухтав теми пысăк вырăн йышăнчĕ. Н.Павлов «Василий Тёркин» поэма сыпăкне вуланине уйрăмах тимлĕ итлерĕ ял-йыш.
Нарăс уйăхĕн 15-мĕшĕнче Пратьякас Енĕш ялĕнче пурăнакан Васильев Иван Васильевич тыл ĕçченĕ 90 çул тултарчĕ. Хаяр вăрçă çулĕсене паян та куççульсĕр аса илеймест вăл. Хĕрарăмсемпе, ватă çынсемпе пĕрле ачасем те вăй çитнĕ таран фронта пулăшнă. Тивĕçлĕ канура пулин те ĕçсĕр лараймасть Иван Васильевич. Ăста пахчаçă темĕн тĕрлĕ улма-çырла ӳстерет, ыттисене те паха çимĕçлĕ тĕмĕсемпе савăнтарать. «Енĕшсем» фольклор ушкăнĕ хастар ветерана саламласа савăк юрă-ташă парнелерĕ.
Юрă хыççăн юрă шăранчĕ концертра. Залра чылайччен тăвăллăн алă çупни илтĕнсе тăчĕ. Куракансен хавас сăн-пичĕ, чĕререн тухакан ăшă сăмахсем, ырă сунăм…Çакăнтан хаклăраххи пур-ши артистшăн?! Тулли кăмăлпа саланчĕ киле ял-йыш.
Вăрман Енĕш клубĕнче ĕçлекенсем «Сире савса, ыр сунса» концерта хатĕрлеме пулăшнă Ю. Алексеев вăйăçа тав сăмахĕ калаççĕ. Юрий Петрович Шупашкарта пурăнать. Канмалли кунсенче çуралнă ялне, Вăрман Енĕше, васкать. Кунта ăна «Енĕшсем» фольклор ушкăнне çӳрекенсем кĕтеççĕ. Хăй тĕллĕн вĕреннĕ пултаруллă купăсçă çĕнĕ юрă-кĕвĕпе паллаштарать вĕсене, репетицисем ирттерет, конкурссене хатĕрленме пулăшать. «Енĕшсем» фольклор ушкăнне малалла та ӳсĕмсем сунатпăр.
Нарăсăн 23-мĕшĕнче пурне те 12 сехет тĕлне Вăрман Енĕш клубне Алексеев Алексей Петрович воин- интернационалиста халалласа ирттерекен Астăвăм кунне чĕнетпĕр. Программăра спорт вăййисем те пур.