Çĕкленÿллĕ кăмăл - чи хаклă парне

Сивĕ хĕл кунĕсене пăхмасăрах, нарăс уйǎхěн 7- мĕшĕнче, Мăкăрсем туслăн клуба пуçтарăнчĕç. Ку хутĕнче мухтавлă Канаш ен ĕçченĕсене юрă-ташăпа савăнтарма Антонинапа Петр Красновсем тата «Шуçăм» фольклор ансамблĕ çитрĕç.
Чун-чĕре уявне Мăкăр ял ĕçченĕсем кăна мар, кÿршěсем те: Чакаçсемпе Тури Юнтапасем, Кармамисем, Канашсемпе Шупашкарсем те çитрĕç.
Ельчĕкпе (Петр Краснов-Ельчĕк каччи) Йĕпреç (Антонина – Йепреç пики ) эстрада çăлтăрĕсене куракансем чăваш наци радио хумĕсем çинче юратсах итлеççě пулин те, куçа- куçăн курса калаçма, юратнă юрăçсен юррисене итлесе киленме хавас пулчĕç.
Асăнса хăвармалла, уяв каçĕ Красновсем тăрăшнипе йĕркеленнĕ. Асăннă юрăçсем «Туслăх» фольклор ушкăнĕн 5-çулхи юбилейне хутшăннăччĕ, ял халăхĕ ыйтнипе концертпа килессе шантарнăччĕ. Мăкăрсем ун чух çепěç те уçǎ саслă, сăпайлǎ та телейлĕ мăшăрăн юррисене питĕ кăмăлланǎччĕ, тепре итлесе киленме ĕмĕтленнĕччĕ.
Пирěн юратнă юрăçсем «Туслăх» ушкăнĕн пултаруллăхĕпе тăрăшулăхне кура тата унăн пултаруллăхне аталантарас, çавăн пекех ытти ушкăнсен пуян опычĕпе паллаштарас тĕллевпе «Шуçăм» фольклор ушкăнĕпе (ертÿçи Диана Сусарина (Антонинǎн ентешě), Диана ăс- тăнне пирĕн мухтавлă Канашри педагогика училищинче туптанă, юратнă проффессине алла илнĕ) уява çитрĕç . Уяв каçĕнче юратупа туслăх,тăванлăх юррисем шăранчĕç . Куракансем кашни юрра-ташша ăшă алă çуппипе кĕтсе илсе хавхалантарса ăсатрĕç, пĕлекен тата килĕштерекен чуна вырнаçнǎ юрăсене пĕрле юрларĕç, чăн чăваш тĕрриллĕ асамат кĕперĕ пек илемлĕ кěпе – тумтире, тухъясемпе хушпусене курса киленчĕç, ырǎ сăмахсем каларĕç.
Аслă ăру, вăл шутра 93 - çулхи педагогика ĕç ветеранĕ Валентина Ильина тата 81- çулхи Виталий Петров ( вăл «Туслăх» ушкăнĕн хастар арĕ), асăннă тĕл пулусем уйрăмах çитĕнекен ăрушăн кирлĕ тата хаклă пулнине уçăмлатрěç, чăвашсен тĕрлĕ тăрăхěсенче пурǎнакансен ырă йăла-йĕркисемпе паллаштарнăшăн тата паха аса-илÿ çăмхине сÿтме пулăшнăшăн чĕререн тав турĕç.
«Шуçăм» фольклор ушкăнĕн ертÿçи Диана Сусарина «Туслăх» ушкăна малашне те суйласа илнĕ юратнă юхăмра çирĕп утăмсем тума, иксĕлми хавхаланупа çитĕнÿ, çирĕп сывлăх сунчĕ.
Клуб тата «Туслăх» фольклор ушкăнĕн ертÿçине, Вероника Иванована, культура вучахне сÿнме паманшăн , чăвашсен ырă йăли- йĕркине аталантарма чунтан пысăк вăй хунăшăн, ял ĕçченĕсемпе пĕр чĕлхе тупса туслăн ĕçленěшĕн тав турĕ.
«Халăхпа ĕçлеме пĕлни - пысăк ĕç,- терĕ Диана Сусарина. -Малашне те ăшă та туслă , ĕçлĕ тĕлпусем пуласса шанатăп. 150-а яхăн куракана пуçтарни сахал пулать, пире кăмăлланăшǎн тав тăватпăр та савăнатпăр. Сирĕн тăрăхра юрă- ташăна юратни, чăвашлăха упраса хăварас тесе çунни хĕвел пек çиçсе тăрать. Тав ырă ĕçсемшĕн, хавхалану малашне те ан иксĕлтĕр, сирĕнте пуласлăха куратпăр».
Уяв каçĕ пурне те савăнăçпа хавхалану парнелерĕ. Пурте ырă кăмăлпа киле утрĕç. Савăнăçлă кĕвĕ юххипе ватăсен те, çамрăксен те чĕрисем ташларĕç те юрларĕç , пĕр чунлă пулчĕç, пуçри йывăр шухăшсене те чунри тунсăхсене те сирчĕç, асăнмалăх сăн ÿкерчĕк турĕç. Çĕкленÿллĕ кăмăл - чи хаклă парне-çке!