Вулавăшри «Çěнě кěнекесем» курав

Çак кунсенче Энтриялěн ял вулавăшě Чăваш кěнеке издательствинче пичетленě çěнě кěнекесемпе пуянланчě.
Тăван çěршывăн аслă вăрçинче совет халăхě нимěç фашисчěсене çапса аркатнăранпа кăçал 75 çул çитет, çакна халалласа 2020 çула Астăвăмпа Мухтав çулě тесе палăртнă. Чăваш халăх писателěн А.Артемьевăн «Пěрле тÿснě тантăшсем» (Друзья познаются в беде) тата публицист, журналист, тěпчевçě В.Прокопьевăн «Çулăмлă çулсенче» (В годы испытаний) кěнекисенче паттăр совет салтакěсен асран тухми сăнарěсем.
Çапăçу уй-хирěсенче юн тăкнă писатель-патриот Александр Артемьев (1924 – 1998) паянхи пурнăçăн çивěч ыйтăвěсемпе пěрлех, иртнě вăрçă çинчен те çырмасăр пултарайман. Унăн пултарулăхě тухăçлă та пуян, тěрлě енлě. Вăл – пирěн литературăн ылтăн çÿпçине ěмěрлěхех кěме тивěçлě хайлавсен авторě. А.С.Артемьев хăйěн «Алтăр çăлтăр», «Симěс ылтăн» повеçěсене «Салампи» романě пекех юратса хакланă. Ахальтен мар вăл «Суйласа илнисем» (1986, Iтом) тухнă хыççăн та вěсене 1995 çулта «Çăлтăр çумăрě» кěнекинче çав тери нумай юсаса, хушса çырса кăларнă. «Пěрле тÿснě тантăшсем» кěнеке тÿрлетÿсене шута илнипе тухать. Çавăнпа шкул ачисене, студентсене вěрентнě чухне унпа усă курни тěрěсрех. Хайлавсенчи çěнěлěхсем вулакансемшěн те питě илěртÿллě. Сăмахран, «Алтăр çăлтăр» повеçе «Çăлтăр çумăрě» хушма ят мěншěн панине те вěсем туйса илěç.
В.П.Прокопьевăн «Çулăмлă çулсенче» (В годы испытаний) документлă очерксем кěнекине Тăван çěршывăн аслă вăрçине хутшăннă паттăрсем пирки çырнă вун виçě очерк кěнě. Вěсене фронтран янă çырусенчен, награда хучěсенчен илнě йěркесемпе, салтаксен автобиографи сыпăкěсемпе пуянлатнă. Унсăр пуçне вулакан вăрçăра пуçне хунă Кěçтук Кольцов, Андрей Петтоки, Василий Васькин, Александр Пермяк сăвăçсен пурнăçěпе тата пултарулăхěпе паллашě.
Тăван литературăна кăмăллакансем Василий Эктелĕн (1950–2005) ятне илтнех. Пултаруллă çыравçă тĕрлĕ жанра алла илнĕ: Василий Петрович – туйăмлă сăвăç та, тарăн публицист та, хĕрÿ литература критикĕ те, ача-пăча çыравçи те, художниксем пирки чылай статья çырнă сумлă художество критикĕ те.
Василий Эктелĕн «Хурăн çырли уçланки» кĕнекене сакăр калавпа («Рак хуранĕн юрри», «Вырăс хĕрачисемпе туркмен ачи», «Хурăн çырли уçланки», «Чĕнмен хăна» т.ыт.те) икĕ повесть («Лили», «Юрату урокĕсем») кĕнĕ. Юратупа курайманлăх, кĕвĕçÿпе каçару, тасалăхпа нĕрсĕрлĕх, ырăпа усал тата ытти тема этеме яланах шухăшлаттарнă, тавлаштарнă. Василий Эктел произведенийĕсенче сăнланнă ĕçсем те вулакана хумхантарма пăрахмаççĕ, пурнăçа тĕрлĕ енлĕн кăтартаççĕ. Кăларăма пухса хатĕрлекенĕ тата редакторĕ – Б.Б. Чиндыков, ÿнерçи – А.И. Алексеев. Тиражĕ – 1000 экземпляр.
«Чăваш халăх пултарулăхĕ» ярăмпа чăвашла тата вырăсла хатĕрленĕ «Паттăр юмахĕсем. Богатырские сказки» кăларăм. Пухса хатĕрлекенĕ – Надежда Ильина, наука редакторĕ – Геннадий Николаев, кăларăм редакторĕ – Алина Майорова. «...Хамăр несĕлсен сăмахлăхĕн ылтăн-мерчен пек тĕслĕхĕсене ...упраса хăварас, çав пуянлăхпа ытти халăх вулаканĕсемпе тĕпчевçисене паллаштарас тĕллевпе Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ 40 томран тăракан фольклор пуххине хатĕрлеме тытăнчĕ...» - çапларах ăнлантарса панă кĕнеке пĕлтерĕшĕ пирки редколлеги членĕсем. Чăвашла тата вырăсла текстсене юнашар вырнаçтарнă, вырăсла филологи куçарăвĕ оригинала çывăх. «Паттăр юмахĕсенче мифологиллĕ эпос йĕрĕсем аван упранса юлнă. Çак хайлавсем пирĕн сăмахлăхăн кун-çулне, хăйне евĕрлĕхне, кÿршĕллĕ халăхсен культурине те лайăхрах ăнланма пулăшаççĕ», - тесе палăртать кĕнекене хатĕрлекен умсăмахра. Юмахсене литература илемлетĕвĕсĕр кĕртнĕ. Кăларăм вĕçĕнче сайра тĕл пулакан чăваш сăмахĕсен ăнлантарăвне панă.
Г.А.Матвеева çырнă «Мăшăр çунат» ( «Два надежных крыла») кěнеке ачасемпе çамрăксем валли чăвашла çырнă произведенисен 2018 çулхи конкурсěнче çěнтернě. Кěнекери хайлавсен тěп шухăшě – йывăрлăхра шанчăка çухатмалла марри, алă усмалла марри çинчен. … Чăвашла сăмахлакан халăх хушшинче пурăнас тесе Чěмпěр тăрăхěнче çуралса ÿснě хěр Шупашкара килет, пир-авăр комбинатне вырнаçать, каçхи шкула çÿрет. Чăвашла тухакан хаçат-журнал, кěнекесем – ал айěнче, чăваш театрěсем – çывăхрах. Хавхаланса вěренет, ěçлет çамрăк хěр, малашлăх çинчен ěмěтленет. Анчах хăрушă инкек унăн пурнăçне пач урăхла çавăрса ярать…
Нелли Петровская çырнă «Ылхан» повеçе вуласа тухиччен те алăран ярас килмест. Çын ĕненме пултарайман, ĕненес те темен хăватпа - тухатупа - усă курса Пăлаки, каярахпа унăн хĕрĕсем те, ыттисене пăхăнтарма, вĕсен чунĕсемпе хуçаланма, парăнманнисене вара пĕтерсе хума тăрăшаççĕ. Çак аркатуллă вăя вăратакан сăлтавсем - Турă та сивлекен кĕвĕçÿ, ăмсану, мăнкăмăллăх, курайманлăх, харпăр хăйне ытла та пысăка хуни, тавăру туйăмĕ. Усаллăха хирĕç тăраканни, хăта-тăхлача пĕр-пĕринпе çураçтарма тăрăшаканни - Турра чунтан ĕненекен Нина. Шел, повесть вĕçĕнче вăл та пулин тепĕр тухатмăш патне кайса ылхана каялла тавăрса пама вĕренсе килет. Вăл усала урăхла майпа сирме пултарасса шаннăччĕ... Повеçе вуласа тухакан çапах та çакна ăнланатех: ылхан - икĕ вĕçлĕ. Хăçан та пулин унăн чукмарĕ тухатупа аппаланса çылăха кĕрекене хăйне пырса çапать. Повеçе Г. Антонова пичете хатĕрленĕ, художникĕ - И. Алексеев.
Пурне те вулавăша хапăл туса чěнетпěр, кураври кашни кěнеке хăйěн вулавçине тупасса шанса тăратпăр.