Канашский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Канаш муниципаллӑ округӗ

Спортпа туслǎ пурǎнар, спортпа туслǎх - пěр тǎван

Спортпа туслǎ пурǎнар, спортпа туслǎх - пěр тǎван

Хǎнасене юрǎ-ташǎпа кěтсе илнě, спортсменсене хавхалантарнǎ Мǎкǎрти « Туслǎх» фольклор ушкǎнě.

Сар хěвелě тǎр ирех,

кахалланса выртиччен!

Уçǎ сывлǎш сиплерех,

Компьютерпа лариччен!

Уçǎ сывлǎшра пулма

тǎрǎш эсě яланах.

Каçхине кǎшт савǎнма

хǎнǎх, пулǎн сывǎрах.

Çулла футбол выляма

кǎмǎл  ту эс юлташпа.

Хěлле-хоккей выляма,

йěлтěрпеле ǎмǎтрма.

Уçǎ сывлǎш, шыв, сар хěвел-

пирěн шанчǎклǎ туссем.

Ту зарядка, ан ÿркен-

çирěп пулǎн, ěненсем!

(«Спортпа туслǎ пурǎнар» Н. Силпи)

 

Шǎмат кун, кǎрлач уйǎхěн 25 мěшěнче, пěтěм Раççейри юр кунне халалласа Сугайкасси ялěнче (асǎннǎ тǎрǎхра пурǎнакансем спортпа питě туслǎ, пысǎк çитěнÿсем тǎваççě, ырǎ пуçарусемпе ырǎ тěслěхсем те чылай) çемьесен ушкǎнěсем хушшинче хоккейла выляс енěпе «Юрататǎп аттене, аннене тата хоккея» районти хоккей фестивалě иртрě.

Ᾰна хаваслǎ лару-тǎрура уçрěç. Уява пухǎннисене Канаш район администрацийěн  пуçлǎхě В.Н.Степанов тата уява çитнě хǎнасем саламларěç. Канаш Ен ěçченěсене спортпа туслě пулнишěн тав турěç. Ырǎ тěслěхе малалла та тǎсма,  çак юхǎма çамрǎк ǎрǎва явǎçтарма, спортра çитěнÿсем тума ырлǎх-сывлǎх, телей сунчěç.

Уяв лапамěнче ал ǎстисен тěрлě кǎсǎклǎ, чун илемне паракан куравсем ěçленě, таврара хаваслǎ юрǎ-кěвě янǎранǎ. Хǎнасене,  спорт фестивальне хутшǎнакансене тата куракансене чǎваш халǎх юрри-ташшисемпе Мǎкǎрти « Туслǎх» фольклор ушкǎнě (ертÿçи В.Иванова) савǎнтарнǎ. Юрǎ -ташǎ та хǎйне евěрлě спорт тěслěхě, ǎмǎртǎвě. Кунта мěн чухлě хускану, пǎлхану! Юрǎ-ташǎпа туслǎ пулни те сывлǎха çирěплетет.  Апла пулсан, тǎванǎмǎрсем, пурте   спортпа, юрǎ- ташǎпа туслǎ пурǎнар.

 

Чагасьское сельское поселение Канашского района



27 января 2020
15:40
Хроника, новости
Поделиться