Канашский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Канаш муниципаллӑ округӗ

Кăшарни уявĕ усăллă иртрĕ, тасалма пулăшрĕ

Кăшарни уявĕ усăллă иртрĕ, тасалма пулăшрĕ

                        Шăнтсам   курайманлăха  усал,
                        Сăлтавсăр  тăварлă куççÿлěме.
                        Çул  парсам çутă  малашлăха.
                         Хаваслă  кулă,  ыр  кăмăллăх
                       Вăй  илччĕр  çĕр   çинче.

Мăкăрсем,  Православи   тĕнне   ĕненекенсем, ырă  йăлана  упракансем   тата  вăренсе  пыракансем, кăшарни  уявне   хастар   хутшăнчĕç.
Шамат кун,  карлачǎн  18-мěшěнче,  Кǎвакал  юхан шыв  лапамěнче сăваплă  вырǎнта  Мăкăрсем  шывра  чухенсе   тасалчĕç, сывлăха   çирĕплетрĕç.
Мăкăр  тăрăхĕнче  пурăнакансене   тата   Канаш хулинчен  çитнĕ  хăнасене (асăннǎ  мероприятине  200 яхăн çын  хутшăнчĕ, вăл  шутра Мăкăр  кĕперĕпе  паллашма  Хусантан  çитнĕ  туристсем те пулчěç)  проторией  Владимир  Яковлев,  диакон  Иоан , матушка  Ирина  тата  кĕлĕ  юрăçи  Сергей  саламларĕç.
Кăшарни шывĕ   сăваплă, çак  асамлă  кун  ватăсем пит-куçа  çуса, çамрăксем  сиплĕ шыва  чăмса -чÿхенсе   тасалчĕç , сывлăха  çирĕплетрĕç. 
Хĕл  сиввин Кăшарни  уявĕн  хăни  хăйĕн кĕвви. Дьякон  Иоан  вуланă  кĕлĕсем те  пуриншĕн  те  выранлă  та  усăллă  пулчĕç.
Уяв  ял- йышпа  тепĕр  хут   пĕр-пĕрне  курса  калаçма,  çĕнě   тěлллевсем  палăртма   май   тупса   пачĕ.

Кăшарни   уявĕ ячěпе   пурне  те! Турă  яланах  сирĕнпе  пĕрле   пултăр!

ФОТОРЕПОРТАЖ

Чагасьское сельское поселение Канашского района



20 января 2020
14:53
Поделиться