Юрласа та ташласа, ырлăх-сывлăх сунса, килтен киле çветке çÿрерĕ

Мăкар тăрăхĕнче çветки эрнинче те хаваслă юрă -кĕвĕ янăраса тăчĕ, çĕнĕ çулхи çĕкленуÿллĕ кăмăл ырă ĕçсем тума хистерĕ.
Палăртма кăмăллă: ял халăхĕ, уйрăмах «Туслǎх» фольклор ушкăнне çÿрекенсем, чǎваш халăхĕн ырă-йали йĕркисене упраса хăварас тата ǎна çитĕнекен ăрава вĕрентсе хăварас енĕпе сахал мар вăй хураççĕ.
Акă çветке эрни те хаваслă иртрĕ. Кукамайсемпе асаннесем, кукаçисемпе асаттесем хăйсен ачисемпе мăнукĕсене ырă йăла йĕркепе паллаштарчĕç, уява пĕрле ирттерчĕç. Тĕрлĕ сăнарсене сăнлакан тумсемпе юрласа та ташласа, ырлăх -сывлăх тата пурлăх сунса килтен киле çÿрерĕ çветке.
Кашни килтех Туслăх çăлтăрĕ ялкăшрĕ.