Канашский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Канаш муниципаллӑ округӗ

Ямашра сурхури уявӗ пырать

Ямашра сурхури уявӗ пырать

 Сурхури — чӑвашсен ӗлӗкхи уявӗ. Ӑна хӗллехи кунпа ҫӗр танлашнӑ хыҫҫӑн паллӑ тунӑ, халӗ те паллӑ тӑваҫҫӗ. Ялта «сурхури» пырать. Килрен киле çÿренĕ ачасемпе каччăсем, хĕрсем, ватти – вĕтти. Акă пĕр ушкăнĕ кăшкăрашса килет.

Сурхури! Сурхури!

Килсе çитрĕ сурхури!

Атьăр, тухăр ачасем!

Урам тăрăх кайăпăр,

Килрен киле çÿрĕпĕр,

Кукăль-çимĕç пухăпăр!

Салат-хăмла пухăпăр,

Сурхури ĕçки тăвăпăр!

    Çакăн пек шÿтлĕ сăмахсем каланă сурхури кун шăпăрлан çулĕсенчи ачасем килĕрен киле кĕрсе çÿренĕ чух алăкран кĕрсенех чиксе килнĕ пăрçана урайне сапнă. Сурхурине яш-кӗрӗм, ача-пӑча хутшӑннӑ. Ачасем ушкӑнпа килӗрен киле ҫӳренӗ, сурхури юррисем юрланӑ, вӗсене аслисем кучченеҫпе сӑйланӑ. Яш-кӗрӗм вара улах ларнӑ, тӗрлӗрен юмӑҫ янӑ.

Эх, сурхури! сурхури!

Мĕн чул унăн савăнни,

Ирпе пăрçа сапатпăр,

Каçпа пăтă çиетпĕр.

Эх, сурхури, Кĕркури!

Сан та кăвак йĕм пур-и?

   Ямашри культура çурчĕн  ертÿҫи Константинова Людмила кăрлач уйăхĕн 16 - мӗшӗнче, Сурхури уявне йĕркелерĕ. «Ямаш ен» фольклор ушкăнĕ те, купăс каласа, юрласа – ташласа иртсе ҫÿрекен ҫынсен кăмăлĕсене çĕклерĕç. «Аваллӑха пӗлмесӗр малашлӑх ҫук» - тенӗ ваттисем.

Фоторепортаж

Ямашевское сельское поселение Канашского района



17 января 2020
15:18
Поделиться